Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Тӑван сӑмахлӑхшӑн ӗҫлет

Тӑван сӑмахлӑхшӑн ӗҫлет


Филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Канаш тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫынни Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнӑ.
Юрий Михайлович Хусан университетӗнчен, ун хыҫҫӑн тӗп хулари Тӗнче литературин институтӗнчи аспирантурӑран пысӑк пӗлӳ илсе таврӑннӑранпах тӑван сӑмахлӑхшӑн ӗҫлет.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ сумлӑ ҫынна халалласа илемлӗ сюжет хатӗрленӗ, Марина Карягина тележурналист вара юбиляр пирки питӗ ӑшшӑн каласа кӑтартнӑ. «Юрий Артемьев тӑван ялӗнчи шкулта – тӑтӑшах кӗтнӗ хӑна. Канаш тӑрӑхӗнчи Сиккасси ҫӗрӗ – сӑваплӑ ҫӗр, кунтан чылай чаплӑ ҫын тухнӑ, Юрий Михайлович ял хавхи малашне те ан сӳнтӗрччӗ тесе тӑрӑшать», тесе – хыпарланӑ сюжетра.
Юрий Артемьев 20-е яхӑн кӗнеке авторӗ, 250 ытла тӗпчев ӗҫӗ ҫырнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *