Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Хушма укçа уйăрнă

Хушма укçа уйăрнă


Пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсенчен хӑвӑртрах куҫарас тĕллевпе – хушма 264 миллион тенкĕ. Ҫак йышӑну пирки регион ертӳҫи Олег Николаев пĕлтернĕ.
Черетре малтисем – Сĕнтĕрвӑрри, Куславкка, Улатӑр, Етĕрне округĕсенчи 14 ҫурт.
Утӑ уйӑхĕн 1-мĕшĕччен строительство вырӑнĕсем паллӑ пулмалла. Ҫуртсене пурӑнма кирлĕ мĕн-пур ҫӑмӑллӑх ҫывӑхрине шута илсе хӑпартмалла. «Пурнӑҫ инфратытӑмĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ҫулталӑк вĕҫĕччен кивĕ 20 ҫуртран ҫĕннине 256 ҫынна куҫармалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *