Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Чăваш ачисенчен тĕслĕх илнĕ

Чăваш ачисенчен тĕслĕх илнĕ


Чăваш Енри шкул ачисем палăксене юрпа витĕнме памаççĕ. Юр çунă çуманах вĕсен таврашĕнчи юра кĕреçесемпе хырса тасатсах тăраççĕ. Çак ырă тĕслĕхе Бердянск ачисем те ăша хывнă.
Запорожье облаçĕнче юр пирĕн тăрăхри пекех нумай çумасть, анчах та хальхинче вăл самаях ÿкнĕ. Бердянск районне кĕрекен Троян шкулĕн ачисем çавна май салтаксене халалланă палăк тавра юр хырма тухнă. Çакăн çинчен Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров çырса пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *