Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Çул çӳревсенче тунсăх мар

Çул çӳревсенче тунсăх мар


Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Алексей Мидяков çул çинчи пурнăçа тахçанах хăнăхнă. Вăл – дальнобойщик. Çул çӳрев- сенче ăна пĕрре те тунсăх мар, мĕншĕн тесен Фунтик ятлă енот яланах унпа пĕрле. Çăмламас чĕр чун 8 уйăх каялла водителĕн шанчăклă тусĕ пулса тăнă.
Фунтика Алексей Крымра питомникра ĕçленĕ чухне туяннă. Халĕ чĕр чун пĕчĕк-ха, 8 кг кăна таять. Алексей чĕр чуна ахальтен çапла ят паман. Хăйĕн шанчăклă тусĕпе вăл совет мультфильмĕнчи сăнарсем – Мокус мучипе Фунтик – пек çĕршыв тăрăх курса çӳрет. «Хăй тирпейлĕ, анчах хăш чухне сысна пекех çиет. Çавăнпа та ăна Фунтик тесе чĕнетĕп», – ятне тӳрре кăларма тăрăшать арçын.
Пĕрле вĕсем Чăваш Енрен Владивостока çити çул тытнă, кăнтăрта пурăннă. Алексей Крым кĕперне тунă çĕре те хутшăннă. Шăрăх çанталăк йăлăхтарсан Çурçĕрелле куçнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *