Главная > Публикации > Атнаш ялĕнчи волонтерсем 65 маскировка сетки çыхнă

Атнаш ялĕнчи волонтерсем 65 маскировка сетки çыхнă


Волонтер тесенех паян куç умне чи малтанах ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакансем тухса тăраççĕ. СВОра çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен ентешсене Канаш тăрăхĕнчи ытти хастарсемпе пĕрлех Атнаш ялĕнче пурăнакансем те пур енлĕн тĕрев пама тăрăшаççĕ.
Вĕсем кунсеренех ялти культура çуртне пуçтарăнаççĕ. Кунти волонтерсен ушкăнĕ маскировка сеткисем çыхса хатĕрлессипе пысăк ăсталăх пухнă. Хальхи вăхăт тĕлне çар техникипе салтаксене тăшман куçĕнчен хÿтĕлеме пулăшакан ятарлă 65 тетел çыхса хатĕрленĕ.
Çак пархатарлă ĕçе чи малтанах ялти пуçару ушкăнĕнче тăракансем пуçласа янă. Вĕсене кура ыттисем те айккинче юлман. Пĕр арçын тата хĕрарăмсен пысăк ушкăнĕ Атнаш ялĕнче волонтерсен пункчĕн филиалне йĕркелесе янă. Çак йышăнăва вĕсем тĕрĕс утăм тесе палăртаççĕ. Асăннă пуçарăва вырăнти администраци те хапăл туса йышăннă.
Пурте пĕлетпĕр, çапăçу хирĕнче маскировка сеткин ĕмĕрĕ вăрăм мар. Çавăнпа та çар çыннисем, хÿтĕлев тетелĕн пысăк пĕлтерĕшне кура, пирĕнтен вĕсене ăсталаса ярса парасса кĕтсех тăраççĕ.
«Эпир хамăр ентешсене-салтаксене пысăк хавхаланупа пулăшу кÿме хатĕр. Пирĕн пĕчĕк ĕç пысăк Çĕнтерĕве çывхартма пулăшасса шанса тăратпăр. Çĕршывшăн çăмăл мар тапхăрта пурте пĕр йыша чăмăртанни калама çук пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен туслă йышпа темĕн тĕрлĕ ĕç те ăнăçать. Тĕрĕс çыхса хатĕрленĕ маскировка сетки çар техникипе çын пурнăçне сыхласа хăварма пултарассине эпир лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа çак пархатарлă ĕçе пуçăнса малалла та тытса пыратпăр. Талăкра çакăн валли хăйĕн вăхăтне икĕ-виçĕ сехет уйăрмашкăн кашниех пултарать», _ палăртаççĕ пĕр шухăшлăн волонтерсем.
Маскировка сеткисем çыхса хатĕрлекен пункт- сенче ырă чун-чĕреллĕ çынсене яланах хапăл, мĕншĕн тесен хушма алăсем нихăçан та ытлашши пулмĕç. Кун пек чухне ĕç те хăвăртрах пулса пырĕ. Салтаксем патне кĕске вăхăтра çитнĕ тетел вара çын пурнăçĕпе çар техникине сыхласа хăварма май парĕ.
Вячеслав КАСЬЯНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *