Капăр çутçанталăкăн кашни вăхăчĕ тĕлĕнмелле асамлă. Унăн пулăмĕсемпе тĕпренчĕкĕсем пирĕншĕн питĕ хаклă. Вĕсене сăнаса тĕлĕнме пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ахальтен каламан пуль тĕнчипе паллă философ Аристотель: «Тĕлĕнме пĕлни шухăшлама пĕлнин амăшĕ», _ тесе. Пурнăçра курса тĕлĕнмелли кашни утăмрах. Сивĕ хĕлĕн икĕ уйăхĕ сисĕнмесĕ-рех иртсе кайрĕ. Урамра нарăс уйăхĕ хуçаланать, хĕлĕн юлашки уйăхĕ.
Февраль латынь чĕлхинчен, халăхра ăна «асар-писер, кутсăр-пуçсăр хаяр хĕл» теççĕ. Чăннипех те сулмаклă сăмахсем. Çак уйăхра час-часах çил-тăман алхасать. Çил вĕрнипе юр кĕрчĕсем унта та кунта купаланса çулсене хÿсе каяççĕ.
Çанталăк сивĕ пулсан та çÿлти тÿпе таса, сенкер. Хĕвел час-часах иртен пуçласа каçченех çап-çутă çутатать. Çавăн пек сивĕсенче йывăçсен вуллисем çÿлтен пуçласа аяла çитичченех çурăлса пăшал пенĕ пек сасă тăваççĕ. Çак кĕтмен сасă вăрманта пурăнакан чĕрчунсен сĕхрисене хăпартать.
Тавралăх юр çивиттипе витĕннĕ. Йĕри-тавра шăп. Чĕрчунсен сассисем те илтĕн-меççĕ. Вăрманта пурнăç пĕтнĕ пекех туйăнса тăрать. Çу кунĕсенче илемлĕ юрăсем шăрантаракан кайăксем хура кĕркуннех хĕл каçма аякри ăшă вырăнсене вĕçсе кайнă. Юрлама пит ăста пĕлменнисем тейĕн тăван вырăнĕсене пăрахмасăр аякка тухса кайман. Вĕсем хаяр сивĕрен те хăрамаççĕ.
Сивĕ юнлисем ?çĕленсемпе калтасем/ çанталăк сивĕт- ме пуçласанах шăши шăтăкĕ- сенче вырăн тупнă та вилнĕ пек шăнса хытнă. Вĕсене халь апат кирлĕ мар. Вĕсем чĕрĕ-вилĕ пулнă пек хускалмасăр выртса ăшă çанталăка кĕтеççĕ.
Вăрманта сивĕ хĕл хуçаланать пулсан та кунта пурнăç пĕтмен. Тарăн юр айĕнче хÿтлĕх тупнисем те сахал мар. Вăрман шăшийĕсем хăйсем чавса тунă шăтăкĕсенче савăнса пурăнаççĕ. Кунта ăшă, апачĕ те нумай.
Ĕрчесе пурăнма та меллĕ. Шăши 19 кунранах çăвăрласа парать. Вĕсен çурисем килте пурăнакан таракан пысăкăш кăна. Хăйсем хĕрлĕ тĕслĕ, çара, суккăр. Амăшĕн çуллă сĕтне ĕçсе вĕсем хăвăрт аталанаççĕ, часах хăйсен йышне ÿстерме пуçлаççĕ.
Çĕр айĕнчи шăтăксенче апат шыраса чупаççĕ. Тепĕр чух вĕсем хĕл каçма выртнă шăнса хытнă çĕленсене те тупаççĕ. Çивĕч шăлĕсемпе тутлă ашне кăшласа çиме пуçлаççĕ. Çутçанталăкра тĕлĕнмелли пайтах. Çулла вăрманта чупакан шăшисене çĕлен хăй çисе пурăннă.
Юр айĕнчен пĕр тухмасăр пурăнма хĕн. Шурă юр çийĕ-пе чупса çÿрекен самантсенче вĕсене час-часах ăсан хурчкисем те тытаççĕ. Вĕсен тепĕр хăрушă тăшманĕ _ шăши юсĕ. Çак юр тĕслĕ шурă чĕрчун, хăй пысăк кăранташ пысăкăш çеç пулсан та çав тери çивĕч те хăюллă, нимрен те хăраса тăмасть. Юр çинче чупакан шăшисене кăна мар, юр айне чавса кĕрсе вĕсене йăвисенчех тустарать. Сунара тухсан пĕр чун çинипе лăпланмасть. Азарта кĕрсессĕн вара 10-12 чуна пĕр харăс вĕлерсе пăрахать.
Тепĕр чух, шартлама сивĕ- сенче, килти чăх пысăкăш вăрман ăсанĕсем çĕр каçма кăпăшка юр ăшне кĕрсе выртаççĕ. Çак пĕчĕк сунарçă юр айĕнче çывăракан вăйлă кайă- ка карланкинчен ярса илсе кăшлама пуçлать. Ыратнипе ăсан ыйхăран вăранса шапăлтатса юр айĕнчен тухса çÿ- лелле вăркăнать. Шăши юсĕ ?ласка/, вăйлă çыртса çакланнăскер, сывлăшра вĕçнĕ чухне кайăкăн пырне касса татать. Çапкаланса çĕр çине анакан ăсанпа пĕрле çемçе юр çине ÿкет.
Чĕрчунсене вăрманта пурăнма питĕ меллĕ. Вĕсем кунта нумай-нумай çул пĕрле пурăнса унти пурнăçа хăнăхнă.
Вăрманта мулкачсен туйĕ-сем те кашни çулах пулса иртеççĕ. Çак тĕлĕнмелле вăййа курнă çынсем çĕр çинче сахал тесен тĕрĕс пулать, вĕсене вара телейлĕ çынсем теме те юрать.
Хĕллехи сивĕ те уйăхлă каç вăрманта пурăнакан шурă мулкачсем ?беляк/ пĕр çĕре пухăнаççĕ. Кунта вĕсем ташласа савăнаççĕ. Вĕсем кайри урисем çине юпа евĕр пĕр-пĕрне хирĕç тăрса хăйсен ташшине пуçлаççĕ. Урисене сулласа вăрăм хăлхисене çатăлтаттараççĕ. Пĕр-пĕринчен айккинерех сапалансан тепĕр чух пĕр çĕре пухăнаççĕ. Çаврака ункă туса куçма пуçлаççĕ. Вĕсен савăк ташши, сасартăк чее тилĕ сиксе тухмасан, вăрахчен тăсăлать.
Çуталса çитсе кун пуçлансан, ăсансем хурăнлăхăн чăтлăхне пухăнаççĕ. Кунта вĕсем сĕтеклĕ папаксемпе кăчкăсем çисе часах туйлашмалли вăхăт çитсе пынине туйма пуçлаççĕ. Вĕсене ертсе çÿрекен ватă ушкăн пуçлăхĕ çÿллĕ чăрăш тăрне ларнă та усал ăсан хурчки килесрен тавралăха тимлĕн сăнаса ларать. Тăшмана курсанах пурте ăнланакан сас тăвать. Ăсансем валли вăрманта яланах апат нумай.
Карăксем çывăхри хыр йывăççи çинче ларса вĕсен йĕпписемпе апатланаççĕ. Вăрман пăчăрĕсем çырма тĕпĕнче ÿсекен йышлă çирĕк-сем çинче вырăн тупнă.
Сарă пĕсехеллĕ капăр кăсăясем ушкăна пĕрлешнĕ, çывхарса килекен çуркуннен ырă шăршине чухласа уçă шăнкăравлă сас тăваççĕ: «чи-чи-ку», «ци-фи-ци-фи». Хăйсем пĕчĕк пулсан та выçă хырăма тăрантарма çăмăл мар. Çавăнпах вĕсем улакайăксенчен юлмасăр пĕрле вĕçсе çÿ-реççĕ.
Лешĕ станок çине хĕстерсе чăрăш йĕкелĕсен çуллă вăррисене çиме пуçласан апачĕ юр çине тăкăнать. Ăна çисе вĕсем хăйсен пĕчĕк хырăмĕ- сене тултарма тăрăшаççĕ. Улакайăксене вăрман тухтăрĕ тени тĕрĕсех. Вĕсем чирлĕ йывăçсем çинче пурăнакан сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене тупса çиме пĕлеççĕ. Сăсăллă йывăçсен ăшĕнче пурăнакан йывăç тăшманĕсене тупма ăслă кайăк сăмсипе шăтарса шăтăк тăвать, вăрăм чĕлхи пулăшнипе вĕсене туртса кăларса çисе ярать.
Вăл шăтарса тунă хă- вăлсене унăн тусĕсем сивĕ каçсенче ăшăнма кĕреççĕ. Çуркунне çитсен унтах йăва çавăрса пĕчĕк шурă çăмартасем тăваççĕ. Пĕр кăсăя 17-19 çăмарта туса чĕпĕсем кăларать. Вăрманта вĕсем пекки урăх кайăк çук.
Вăрман кайăкне, чакак тăванне, хитре те капăр кĕп- шĕле те хĕлле хырăм тăрантарма çăмăл мар. Вăл пакăлтатса тухакан сас кăларса хăй кĕркунне хĕлле çиме хатĕр-ленĕ шĕшкĕ мăйăрĕсемпе юман йĕкелĕсене шырать. Тарăн юр хупласа кайнипе вĕсене тупса çиме хĕн.
Кайăк-кĕшĕксен хĕллехи пурнăçĕ çăмăл мар. Хырăм тутă пулсан вĕсем темĕнле сивĕ çанталăка та тÿссе ирттереççĕ.
Хырăм выççиех вĕсене çынсем пурăнакан çуртсем çывăхне хăвалать. Вĕсем йăпшăнса вĕçсе çынсенчен пулăшу кĕтеççĕ. Хĕлĕн юлашки уйăхĕ вĕсемшĕн уйрăмах хăрушă. Нарăс уйăхне биологсем: «Çуркуннеччен чăт», _ тесе ят панă.
Кайăксене пулăшса апатлантарасси кашни çыннăн тивĕçĕ. Ку ĕçре шкул ачисемпе çамрăксем малта пулмалла. Кайăксем валли сырăшсем ăсталаса çакмалла, тĕрлĕрен апат-çимĕç хурса памалла.
Çунатлă туссем апатланнине пăхса сăнама та хаваслă.
Паллах, кайăксен тусĕсем нумай. Кайăксене юратса апатлантаракансен шучĕ те сахал мар.
Пирĕн кÿршĕ, Клара Кадыкова, кашни çулах кайăксене пулăшса апатлантарса тăрать. «Хĕлле кайăксене эпĕ хĕрхенетĕп, вĕсен хутса хунă ăшă пÿрт çук», _ тет вăл кайăксене шеллесе.
Вĕсен сад пахчинче улмуççисемпе чие йывăççисем çинче яланах кил çерçийĕ- семпе кăсăясем чĕвĕлтетеççĕ, апатланаççĕ, хуçине тав туса ырă сунаççĕ.
Яманкасси ялĕнче пурăнакан Артемий Мясников çинчен ырă сăмах калас килет. Вĕсен хуçалăхĕ вăрманпа юнашар пулнипе кунта уйрăмах тĕрлĕрен кайăксем йышлăн пухăнаççĕ. Хуçи кунта кайăксене хăналама икĕ тĕрлĕ сырăш ăсталаса вырнаçтарнă. Вĕсем çине сысна салипе ахаль апатсемсĕр пуçне аçтăрхан мăйăрĕпе шĕшкĕн сарă мăйăрĕсене хурса панă. Вĕсене çисе хăналанма хаклă тирлĕ, çăмламас хÿреллĕ ытарайми хитре пакшасем те кунсеренех килсе çÿреççĕ.
Çак кунсенче Артемий Васильевич пирĕн çемьене те пысăк парнепе савăнтарчĕ. Хăй аллипе ăсталанă тĕнел çинче çаврăнакан тĕлĕнмелле кăлтăрмачлă сырăш ?карусель/ парнелерĕ. Çунатлă туссем апатланнă вăхăтра сырăш урапи çаврăнса тăрать. Сарă пĕсехеллĕ кăсăясем хĕвĕшсе апатланнине сăнаса пăхса киленме вара çав тери хавас. Эпир пурте çутçанталăк тусĕсем. Çакна нихăçан та манар мар.
Николай ВОРОНЦОВ,
Кивĕ Шелттем ялĕ

