Вторник, 17 марта, 2026
Главная > Публикации > Тĕллевлĕ çулталăка уçнă

Тĕллевлĕ çулталăка уçнă


Канаш тăрăхĕнче Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне уçнă. Савăнăçлă уяв хулари Культура керменĕнче иртнĕ. Çак мероприяти канашсене пĕрлĕхре тата килĕшÿре девизпа туслă йыша пĕрлештернĕ.
Уяв Раççей Гимнĕн мухтавлă кĕввипе уçăлнă. Пуçтарăннисене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă. Хăйĕн сăмахĕн- че халăхсем хушшинчи туслăх çĕршывăн аталану çул-йĕрĕн çирĕп никĕсĕ пулнине палăртса хăварнă.
Хисеплĕ хăнасен йышĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Алексей Шурчановпа Артем Владимиров та пулнă. Вĕсем Чăваш Енре чылай наципе национальноç çураçуллă тата килĕшÿллĕ пурăннине каланă. Сцена çинчен çав кун тĕрлĕ конфесси представителĕсем те тухса калаçнă.
Вырăнти артистсем залра ларакансене тĕрлĕ халăхăн культурипе тата йăли-йĕркипе паллаштарнă. Уявра патриотизм темине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Мероприятие ертсе пыракансем мĕн ĕлĕкрен тĕрлĕ наци çынни çумма çумăн тăрса Тăван çĕршыва хÿтĕленине палăртса хăварнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *