«Пехетре» Улатӑр тӑрӑхӗн эрни пырать.
«Туризм тата тараватлӑх» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ программӑра вырӑнти йӑла-йӗркепе тата округ историйӗпе паллаштараҫҫӗ.
Ал ӗҫ ӑстисен те хӑнасене тӗлӗнтермелли чылай. Пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑвашла, вырӑсла, ирҫелле юрӑсем шӑрантарҫҫӗ. Улатӑр ҫӗрӗн кун-ҫулӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе паллашас текенсене агромаркетра эрнипех хапӑл.

