Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсене броньлакансен йышӗ ӳснӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн туриндустри пӗрлешӗве пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫул валли хӑна ҫурчӗсене йышӑнса хурасси унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 26 процент ӳснӗ.
Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсене ытларах чухне Мускав тата Мускав облаҫӗнчи, Тутарстанри тата Чулхула облаҫӗсӗнчи ҫынсем йышӑнса хураҫҫӗ. Хамӑр патрисен тӳпи те пур – ку цифра 10 процентпа танлашать.

