Вторник, 17 марта, 2026
Главная > Публикации > Хăйсен пуçарăвĕсене пĕрлештернĕ

Хăйсен пуçарăвĕсене пĕрлештернĕ


«Единая Россия» партин хĕрарăмсен юхăмĕ тата Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ хăйсен пуçарăвĕсене пĕрлештернĕ.
Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ «Женское движение Единой Росси» парти проекчĕпе пĕрле хутшăнса республика аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçлеме йышăну тунă. Пĕрлехи ĕçе Наталия Добрянская тата Наталия Партасова координаторсем йĕркелесе пырĕç. Муниципалитетсенче çак ĕçе тытса пыма вырăнти хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисене шаннă. Мероприяти вăхăтĕнче хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн хастарĕсене «Единая Россия» парти проекчĕн ятарлă паллисене те панă.
Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Наталья Николаева регионăн обществопа политика пурнăçне хутшăнакан хĕрарăмсен йышĕ ÿссе пынине палăрт- нă. Вĕсен проекчĕсем «Единая Россия» партин программинче хăйсен вырăнне тупнине каланă.
Наталия Партасова пĕлтернĕ тăрăх, «Женское движение» тата «Новая Школа» проектсем малтанхи тапхăрти профориентаци енĕпе ĕçлĕç. Вĕсем «Профессионалитет» программăна шкул çулĕчченхи тапхăра çити анлăлатма тивĕç. Республикăра ку енĕпе Чăваш Ен Правительствин пилотлă программи ĕçлесе кайнă та ĕнтĕ, ăна пурнăçа кĕртес енĕпе Шупашкарти шкулсем хастар ĕçлеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *