Вторник, 17 марта, 2026
Главная > Публикации > Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май парĕ

Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май парĕ


Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавра нелегаллă миграципе кĕрешес тата Раççейре пурăнакансен сывлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе хатĕрленĕ саккун проектне йышăннă. Унăн соавторĕ _ Чăваш Енрен суйланнă Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.
Медосвидетельсвовани тухма хирĕç пулнă ют çĕршыв гражданĕсене 25-50 пин тенкĕ таран штраф пама тата суд йышăнăвĕпе хамăр çĕршывран кăларса яма пултараççĕ. Обязательнăй тĕрĕслев Раççейре виçĕ уйăхран ытларах юлакан ют çĕршыв çыннисене пырса тивет, вĕсене хăрушă инфекци чирĕсем, ВИЧ çине тĕрĕслĕç, наркотикпа «туслашма» пултарнине тĕпчесе палăртĕç.
Алла Салаева палăртнă тăрăх, çакнашкал реформа пирĕн çĕршыв халăхĕсен сывăхĕпе пурнăçне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май парĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *