Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускавра иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи патшалăх управленийĕн конгресĕнче регионăн цифровизаци опычĕпе паллаштарнă. Олег Алексеевич цифровизаци хальхи патшалăх управленийĕн драйверĕ пулнине палăртса хăварнă.
Чăваш Республикинче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине çирĕп- летнĕ, унти пĕтĕм процесс цифра даннăйĕсем çине куçса пырать. Çавăн пекех пĕрлехи цифра контурне туса хатĕрленĕ, халăхпа çыхăну тытма «Чувашия-онлайн» портал ĕçлеттерсе янă.
«Экономика данных» наци проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн регионта «Мое образование», «Реестр региональных льготников» тата ытти даннăйсен витринине аталантарса пыраççĕ. Вĕсем федераллă системăпа тачă çыхăнура тăраççĕ.
2023 çулта информацие автоматизаци мелĕ-пе пуçтарса хатĕрлемелли тата ăна упрамалли проект ĕçĕсен управленийĕн ?УПД/ подсистемине туса хунă. Унта халĕ пилĕк пине яхăн проект кĕнĕ. Мĕнпур ĕçе йĕркелеме «Проекты КПСЭР» дашборд ĕçлеттерсе янă. Дашбордсем, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Ситуаци центрĕнче йĕркеленекенскерсем, оперативлă управленин тухăçлă инструменчĕ пулса тăнă.
2024 çулта процеслă аналитикăна ĕçе кĕртнĕ. 2025 çулта «Ярко в Чувашии» онлайн-платформа старт илнĕ. Унта вырнаçтарнă мероприятисен афишисене 38 пин ытла çын кĕрсе курма пултарнă.

