Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Ачасем сăвăçпа тата ÿнерçĕпе тĕл пулчĕç

Ачасем сăвăçпа тата ÿнерçĕпе тĕл пулчĕç


Çак кунсенче Шупашкарти Константин Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Раиса Воробьеван «Çутă ĕмĕтсем. Светлые мечты» сăвă пуххин хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. Ăна шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ. Авторăн сăввисене Светлана Гордеева вырăсла куçарнă, ÿнерçи – Наталия Андреева.
Çĕнĕ кĕнеке уявне Шупашкарти 47-мĕш шкулти 3 «А» ?класс ертÿçи – Э.Г. Григорьева/, 3 «Б» ?класс ертÿçи – Е.Ю. Лашпанова/, 3 «В» ?класс ертÿçи – И.В. Львова/ классен вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие Литература музейĕн аслă наука ĕçченĕ Галина Еливанова ертсе пычĕ. Вăлах пухăннисене хăнасемпе – Раиса Воробьева сăвăçпа тата Наталия Андреева ?Альбина Семенова/ ÿнерçĕпе – паллаштарчĕ. Мероприятие Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ 6-мĕш шкул пикисем юр пĕрчисен ташшипе уçрĕç.
Раиса Воробьева çамрăк вулакансене сывлăх суннă май тĕлпулăва савăнса килнине пĕлтерчĕ, пултарулăх вăрттăнлăхĕсене уçрĕ. Сăвăсем çырма ăна ачасемех хавхалантараççĕ-мĕн. Вĕсемпе калаçни-хутшăнни Раиса Васильевнан кăмăлне çĕклет, çĕнĕлĕхсем уçма пулăшать. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем тепĕр чухне тарăн шухăша путмалли ыйтусемех параççĕ иккен. Алçыру кĕнеке пулса тăриччен, библиотекăсемпе лавккасене çитиччен еплерех çул парăнтарни çинчен те каласа пачĕ поэтесса. Ачасен йышлă ыйтăвĕсене те хуравларĕ паллах.
Наталия Андреева ÿнерçĕ макетпа ÿкерчĕксене мĕнлерех хатĕрленине тимлĕх уйăрчĕ. Вăл çавăн пекех кăранташ макетпа «Çутă ĕмĕтсем. Светлые мечты» кăларăма кĕнĕ иллюстрацисене кăтартрĕ. Ачасен унран та ыйтса пĕлмелли тупăнчĕ: художник авторăн сĕнĕвĕсене шута илет-и, кĕ- неке валли ÿкерме йывăр-и;
Шкул ачисем те парăмра юлмарĕç, вĕсем Раиса Воробьеван кушак çури, йытă çури, хĕлле çинчен çырнă сăввисене ăмăртса тенĕ пек вуларĕç, хайлавсем тăрăх хăйсем те ÿкерчĕксем хатĕрлесе килнĕ, хăйне евĕрлĕ курав йĕркелерĕç. Вĕренекенсем чăваш çи-пуçĕпе пулни уява тата та илемлетрĕ.
Хăтлава пухăннисем поэтессăн ытти кĕнекипе те паллашма пултарчĕç. Тĕрлĕ çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Чарусăр çерçисем. Шумные воробушки» ?2015/, «Асамлă вăрманта. В волшебном лесу» ?2019/, «Лера теттисем. Игрушки Леры» ?2021/ сăвă пуххийĕсем кун çути курнă. Раиса Воробьева шкул библиотеки валли автографлă кĕнекисене асăнмалăх парнелерĕ.
Сăвăçпа тата ÿнерçĕпе тĕл пулни ачасене пысăк савăнăç кÿчĕ. Ахăрт-нех, хăшĕ-пĕри сăвă çырса пăхма та тĕв турĕ.
Ольга ИВАНОВА
Альбина СЕМЕНОВАН
сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *