Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Вут-кăварпа асăрхануллă пулăр

Вут-кăварпа асăрхануллă пулăр


Çулсеренех, статистика кăтартнă тăрăх, пушарсен шучĕ кĕркуннепе хĕллехи вăхăтра тăруках ÿссе каять. Çакă хутса ăшăтмалли тапхăр вăйра пулнипе çыхăннă.
Çынсем шартлама сивĕ кунсенче кил-çурта ăшăт- нă чухне кăмакасене ытлашшипех хĕртсе яраççĕ, çунаканскерне тимлĕхсĕр пăрахса хăвараççĕ тата çав вăхăтрах юсавсăр кăмакасемпе тата электричество хатĕрĕсемпе усă курса ăшăнакансем те çук мар.
Кун пек чухне инкекрен пăрăнса юлас шанăç сахал. Хамăр çăмăлттайлăха пула кил-çурт, мунча, хуралă тата пурлăх çунса кĕлленет. Шел пулин те пушарта çынсен пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем те пулаççĕ.
Республикăра хальхи вăхăт тĕлне 144 пушар тухнине шута илнĕ, иртнĕ çулта ку тапхăра илсен 124 инкек пулнă. Вутра 11 çын пурнăçран уйрăлнă, пĕлтĕр _ 7. Çакнашкал ÿсĕм Канаш тăрăхĕнче те палăрать. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 7 хутчен вут-çулăм алхаснă пулсан, кăçал 16 инкеке шута илнĕ. Вут-кăвар 4 çын пурнăçне татнă, пĕлтĕр асăннă тапхăрта пушарта вилекенсем пулман. Тĕп сăлтав- сен шутĕнче _ электрооборудовани, кăмакасем юсавсăрри тата вутпа асăрханусăр пулни…
Хисеплĕ Канаш тăрăхĕнче пурăнакан ентешсем, вут-кăварпа асăрхануллă пулăр, хăвăрăн сывлăха тата пурнăçа упрăр. Çăлав службине шăнкăравламалли телефонсем: 01, 101 тата 112.
Федор СМИРНОВ,
Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн 9-мĕш ПСО начальникĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *