Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Вăрманти пакшасем те тутлă çимĕçпе сăйланма пултарĕç

Вăрманти пакшасем те тутлă çимĕçпе сăйланма пултарĕç


Хулари парксенче хÿтлĕх тупнă пакшасем хырăм выççи мĕнне пĕлмеççĕ те тейĕн. Ырă кăмăллă çынсем, çут çанталăка уçăлма тухсассăн, хăйсенпе пĕрле вĕсем валли яланах мĕн те пулин тутли илме тăрăшаççĕ. Çăмламас чĕрчунсен ятарлă сырăшĕсем тĕлне çитсессĕн вара тĕрлĕрен мăйăр тата хĕвел çаврăнăш вăрри хурса параççĕ.
Тутлă апатпа ирĕккĕн сăйланма хăнăхнă пакшасем, кăштах вăхăт иртсессĕн, çынсенчен пачах та хăрама пăрахаççĕ. Çынсем парка утса кĕнине курсассăнах йывăç вулли çинчен çĕре сиксе анаççĕ, хăвăрттăн васкаса пырса мăйăрсене хăйсене тăрантаркансен аллинченех илсе каяççĕ. Çакăн пек ăшă туйăмлă ÿкерчĕке айккинчен сăнаса пăхса тăма питех те килĕшÿллĕ. Чĕрчунсем сырăшсем çинче апатланнине тата пĕр йывăç çинчен теприн çине йăпăр-япăр хăвăрттăн куçнине ачасем уйрăмах пысăк хавхаланупа пăхса тăма юратаççĕ. Çак самантра çынсемпе çут çанталăк хушшинче темĕн- ле асамлă хутшăну çуралать тейĕн.
Вăрманти пакшасем хăйсене мĕнлерех тытаççĕ-ха тата; Ĕçчен чĕрчунсем ăшă çу кунĕсемпе тулăх кĕркуннене усăсăр ирттермен паллах. Хĕл кунĕсене выçăллă-тутăллă ирттерес мар тесе апат-çимĕç сахал мар хатĕрлесе хăварнă. Апат саппасĕсем вĕсен те вĕçĕ-хĕррисĕр марри вăрттăнлăх мар, шартлама сивĕсенче вăл пушшех те хăвăрттăн чакса пырать.
Çакна шута илсе Яманкасси ялĕн старости Олег Сергеев вăрман пакшисем валли ятарлă сырăш ăсталанă. Вырăнти çăмламас чĕрчунсем те хулари паркрисемпе тан тутлă çимĕçсемпе сăйланма пултарччăр тесе кантăк савăта аçтăрхан, вăрман, çĕр тата кедр мăйăрĕсем тултарса панă. Чăн та, апат шыраса пынă чухне ăнсăртран çакăн йышши «столовăй» патне сиксе тухас пулсан мĕн тери пысăк савăнăç пулĕччĕ чĕрчунсем валли.
Пакшасен сырăшне Олег Васильевич ял çумĕн-чи хыр вăрманне кайса çакнă. Вăхăтран-вăхăта урине йĕлтĕр сырса тата тулăх апат саппасĕпе çав вырăна кайса çÿреме палăртать. Унсăрăн çăмламас чĕрчунсем сырăша пĕр иленсен ăна часах пушатса хурĕç.
Çак ырă пуçару вăрман чĕрчунĕсене выçăпа аптăрасран пулăшĕ, çавăн пекех çут çанталăкра вĕсен йышне тата та ÿстерме май парĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *