Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Елчĕк тăрăхĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăннă

Елчĕк тăрăхĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăннă


Шăматкун, нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, пирĕн республикăра сунарçăсен биатлонĕ иртнĕ. Çакă _ сунарçăсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕсен кăçалхи пĕрремĕш тупăшăвĕ пулнă.
Хальхинче йĕлтĕр спортне кăмăллакан сунарçăсем Елчĕк тăрăхнчи Лаш Таяпа ялне пуçтарннă. Елчĕксен кăçал ку биатлон юбилейлă пулнине те палăртса хăвармалла, вĕсем çак тупăшăва хăйсен çĕрĕ çинче кăçалхипе 10-мĕш йĕркеленĕ.
Унта пĕтĕмпе 10 команда хутшăннă. Вĕсенчен 3-шĕ Марий Эл Республикинчен килсе çитнĕ пулнă. Çак йышра хĕрарăм-сунарçăсен ушкăнĕ те пулнă. Ка- нашсем ăмăртăва кăçал пĕр команда тăратнă.
Биатлон эстафета йĕркипе иртнĕ, старта çурăм хыçне сунар пăшалне çакнă 3 спортсмен тухнă. Вĕсем икĕ çухрăм çура тăсăлакан дистанцие парăнтарнă. Маршурт çинче хăвăртлăха шута илнипе пĕрлех мишеньсене тĕл лектериссипе те тупăшнă.
Канашран кайнă сунарçăсен ушкăнĕнче эстафетăна пуçлаканĕ ăста йĕлтĕрçĕ Алексей Григорьев пулнă. Ун хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине унăн тепĕр икĕ юлташĕ Владимир Терентьевпа Николай Андрианов тухнă, вĕсем иккĕшĕ те сунар йыттисемпе пĕрле чупнă.
Çулсерен çакнашкал ăмăртусенче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпаракан ентешсем кăçал иккĕмĕш вырăна тухнă. Вĕсем Марий Эл Республикинчен килнĕ ушкăна пилĕк çеккунт выляса янă. Апла пулин те «ылтăн» медаль çук мар. Команда капитанĕ Алексей Григорьев уйрăм спортсменсен зачетĕнче пĕрремш вырăна тухнă. Вăл ку ăмăртура кÿршĕ республикăран килнĕ Раççей призерне хăйĕнчен чылай кая хăварма пултарнă.
Иккĕмĕш вырăншăн канашсене чĕрĕ пысăк така тата кашни спортсмена инструментсен наборне парса чысланă. Пĕрремĕш вырăншăн Алексей Михайловича сунарçăн сăран пиçиххине парнеленĕ, медаль тата грамота парса хавхалантарнă.
Палăртма кăмăллă, ку шăматкун _ нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, сунарçăсем черетлĕ биатлона Канаш тăрăхне пуçтарăнĕç. Ăмăртусем яланхиллех Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнчи Упа кÿлли хĕринчи илемлĕ вырăнта иртĕç. Кăçалхипе ăна пирĕн тăрăхра 12-мĕш хут йĕркелĕç. Ăмăрту трассине хатĕрленĕ тата мишеньсене вырнаçтарса тухнă.
Сунарçăсен Канашпа Тă-вай тăрăхĕсенчи общество пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Иванович Краснов ăмăрту çÿ-ллĕ шайра ирттĕр тесе çулсеренех хытă тăрăшать. Çакăншăн сунарçăсем ăна хисеплеççĕ тата пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Кăçалхи ăмăрту та кашниншĕнех чылайччен асра юлмалла иртессе шанаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *