Тивӗҫлӗ канури Александр Федоров ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ.
Александр Улатӑр округӗнчи Киря поселокӗнче ҫуралнӑ, кайран Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Орел поселокне пурӑнма куҫнӑ. Салтакра чухне Афганистанра пулнӑ.
СВО пуҫлансанах унта каясшӑн пулнӑ вӑл, анчах ӳсӗмне кура илмен. Ҫапах 2024 ҫулхи ака уйӑ- хӗнче, СВОна салтаксене илмелли саккун улшӑнсан, унта лекнӗ.
Халӗ Александр килте, 65 ҫул тултарсан ӑна тивӗҫлӗ канӑва янӑ, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

