Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > Спорт мероприятийĕн программи тулли тата интереслĕ пулнă

Спорт мероприятийĕн программи тулли тата интереслĕ пулнă


Шăматкун, нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, пирĕн çĕршыв-ра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» йăлана кĕнĕ акци иртнĕ. Канаш тăрăхĕн спортсменĕсем çав кун хула паркне пуçтарăннă.
Спорт мероприятийĕн программи тулли тата интереслĕ пулнă. Старта тухиччен ăмăртăва килнĕ йĕлтĕрçĕсем валли ăста спортсменсем мастер-класс туса ирттернĕ. Ачасемпе çамрăксен кăмăлне аниматорсем тĕрлĕрен конкурссемпе вăйăсем йĕркелесе çĕкленĕ. Спорт уяне хутшăннă кашни çын тÿлевсĕр вĕри чейпе тата уйри кухньăн тутлă апачĕпе сăйланма пултарнă.
Кану кунĕнче çанталăк ăмăрту йĕркелеме меллĕ пулнă. Çынсем йĕлтĕр йĕрĕ çине çемйисемпе килнĕ, спортсменсем хушшинче шкул ачисемпе студентсене тата ĕç коллективĕсене те йышлăн курма май килнĕ.
Спорт уявне пуçтарăннисене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» сывлăха çирĕп- летме пулăшакан хаваслă спорт мероприятийĕ пулнине палăртнă. Çак акци тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештернине те каласа хăварнă. Старта тухма хатĕрленекен ентешсене Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Дмитрий Бельцов та хавхалантарнă, çăмăл старт тата ăнăçлă финиш суннă.
Ăмăртусем темиçе категорипе иртнĕ. Чи çамрăк спортсменсем 500 метрлă дистанцие парăнтарнă, ăста
йĕлтĕрçĕсем 2,3 тата 5 километрлă дистанцисене чупса тухнă.
Йĕлтĕр йĕрĕ çинче 87 çулти Лира Гурьевна Семенова та пулнă. Вăл çак ăмăртăва çулсеренех хутшăнма тăрăшать. Сумлă ентешĕмĕр çăмăл атлетикăпа та туслă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни тата спортпа туслă пулни _ вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ пулни куç умĕнче.
Ăмăртусем вĕçленсен кашни ушкăн çĕнтерÿçинех хаклă парне, медаль тата диплом парса чысланă. Регистраци тухнă кашни спортсмен Раççей йĕлтĕр йĕрне палăртакан сувенира тивĕçнĕ. Кашни ÿсĕм çĕнтерÿçине бассейна кĕмелли тÿлевсĕр абонемент парса хавхалантарнă.
Спорт уявĕ вĕри чейпе тата пылак çимĕçсемпе сăйланнипе вĕçленнĕ. Ăмăрту йĕркелÿçисем спорт мероприятине çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн волонтерсемпе партнерсене тав сăмахĕ калаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *