Вырăсла вĕсене Ближние Сормы тата Дальние Сормы теççĕ.
2026 çулхи кăрлач уйăхĕн 30 мĕшĕнче виççĕмĕш номерте «Канаш ен» хаçат- ра «Шăхаль сали миçере-ши тата унăн несĕлĕсем ăçта пурăннă;» тата 2026 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнчи 4-мĕш номерте «Ĕлĕкхи майлă Кивĕ Шăхаль çĕнĕлле Анчăккасси ялĕн историйĕ» ятлă статьясем çаптарса кăларнăччĕ.
Тепĕр калава кĕрсе каийччен çавна çырса пĕлтересшĕн. Ял историне хаçат çине çаптарса кăларнă пулсан та çав ял историйĕ шухăшран тÿрех тухма пĕлмест. Тĕрĕс е тĕрĕс мар çырни пирки тата малалла шутлаттарать. Мĕншĕн тесен ял историйĕ тата унăн ĕлĕкхи пурнăçĕ çинчен çырнă ман калавсем пĕр куншăн çырăнмаççĕ. Çав шухăшсем Шăхаль салин историне пĕртак тÿрлетмеллисене кăтартрĕç. Тÿрлетмеллине тепĕр хут çырас умĕн хам çырнă хутсене тепĕр хут вуласа тухрăм. Ун хыççăн архива кайса килтĕм.
Малтанхи калавсенче çапла çырнăччĕ: «Картинки тăрăх пĕлтĕр, 2025 çулта, Шăхаль сали 345 çул тултарнине пĕлтĕм. Ун пек пулсан Шăхаль салине 1680 çулта никĕсленĕ пулас». 1680 çулне шăхальсем ăçтан тупса вуланине пĕлместĕп. Халĕ тепĕр хут тĕпченĕ тăрăх çавă палăрчĕ. Кивĕ Шăхальне пĕр вăхăт тата вырăсла Дальние Шигали тенĕ. Дальние Шигали çÿмĕнче Ближние Шигали пур. 1672 çулта вĕсем Етĕрне уесĕн-чи Сурăм вулăсĕнче шутланса тăнă. Дальние Шигали вара халĕ Анчăккасси пулать. Ближние Шигали е чăвашла Шăхаль сали 1672 çултан хутсем çинче палăрнă пулсассăн вăл тата аслăрах пулма пултарать.
Малалла çырнă май Канаш районĕн тепĕр енне уйсем урлă каçса кайиччен Шăхаль салинчен инçе мар кÿршĕри ватăрах ялсен историне малалла тăсмалла пуль тетĕп.
Тăван яла Ямаш-Чарпуçа çемьепе час-часах кайса çÿретпĕр. Ытларах канмалли кунсенче. Кайма Шупашкартан Красноармейски сали витĕр çÿретпĕр. Ун пек çывăхрах пулать тата машинсем те сахалрах. Каялла вара, вырсарникун, Мускав çулне тухас умĕн Мăн Катраç çумĕн-чи çулĕ çинче пысăк пăкăсем пулнăшăн, Шупашкара Шăхасан урлă çуретпĕр. Хыçалкас Энтриялĕнчен иртсе кайсассăн тепĕр ик çухрăмран Анат Сурăм ялĕ кĕтсе илет. Вăл суллахай енче ларать.
Пурнăç куç умĕнчех улшăнса пырать. Кашни иртсе каймассерен шутлаттăмччĕ. Хăçан çак ял историне çырма вăхăт тупăнать-ши тесе; Тата шаларах кĕрсе кайиччен Анат Сурăм пирки кам мĕнле çырнине вуласа пăхар пуль. Интернетра çак калав уçăлса çÿрет. Унăн авторĕ шкул ачи Смирнов Иван Евгеньевич е вĕрентекенĕ вара Федорова Галина Александровна пулаççĕ. Хирĕç нимех те калаймас. Тăван ял историне çырас тесе хăйне майлă тăрăшнă. Вĕсем вăл енчен пĕрремĕш пулмалла. Вăл йывăр ĕç.
Ăнланса çырнисем те нумай курăнаççĕ, анчах та тÿрлетмеллисем те пур. Сăмахран, вырăсла çырнă предложенисем: «По историческим данным, в 1680-х годах появились первые жители, которые поселились в центре нынешней деревни. Жители Дальних Сорм ?всего 7 дворов/ переселились из деревни Чуваш Сормово Ядринского уезда, а 15 семей – из Казанского уезда. Крестьянам одной деревни приходилось обращаться по своим вопросам в два уезда, и они попросили зачислить их в состав одного, Казанского уезда. На запрос из Казани о первоначальном местонахождении деревни Дальние Сормы староста деревни Чуваш Сормово Бикшичка Чебаков ответил: «Они занимали территорию от реки Кувач до деревни Старое Сормово, кладбище находилось вдоль реки Кувач». Просьбу переселенцев удовлетворили и до 1781 года дальнесорминцы входили в состав Казанского уезда».
Малалла танлаштарма лайăхрах пултăр тесе Чăваш энциклопеди çинче мĕн çырнине вуласа тухар.
«Дальние Сормы, Анат Сурăм – деревня в Канаш. р-не, Кошноруйского сел. поселения. Упоминается с 17 в. Жители – чуваши. В составе Шигалин., Шибылгин. волостей Цивил. у. в 19 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1782 – 83 муж.; 1795 – 33 двора, 97 муж., 103 жен. Автор: В.И. Харитонова».
Анат Сурăмран инçех мар çырма пуçĕнче Тури Сурăм ялĕ ларать. Ял пу- çĕсем хушшинче виçĕ çухрăм пулать. Ку ял Анатри Сурăмăн выççелки. Ун çинчен Чăваш энциклопединче çапла çырнă.
«Ближние Сормы, Тури Сурăм – деревня в Канаш. р-не, Кошноруйского сел. поселения. Образована на рубеже 16–17 вв. переселенцами с Арской дороги Казан. у. Жители – чуваши. В составе Казан. у., Шигалин., Шибылгин. волостей Цивил. у. в 18 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1782 – 99 муж. Автор: В.И. Харитонова». Авторĕ В.И. Харитонова кун пек хыпарсене ăçтан çырса илме пултарнине пĕлместĕп.
Чăваш Сурăм ялĕн старости каласа панă сăмахсем пирки. Шкул ачи çырнă тăрăх, 1680 çулта Чăваш Сурăм тата Анат Сурăм ялĕсем пулнă. Ун пек пулсан Чăваш Сурăм ялĕн хăй старости е Анат Сурăм ялĕн хăй старости пулнă. Çавăнпа та Чăваш Сурăм старости тепĕр ял Анат Сурăм пирки нимех те каласа пама пултарайман.
2022 çулта «Канаш ен» хаçатра çак автор ячĕпе «Пайкилт несĕлĕсем ăçта пурăннă» ятлă калав çаптарса кăларнăччĕ. Унта çапла çырнă: «Архиври хутсем тăрăх Пайкилт ялне çаплах ватă е çамрăк тесе те калаяс çук. Анчах та çĕнĕ ял никĕслениччен çак çĕр вырăнĕнче ĕлĕкех Етĕрне уесри чăваш Сурăм вулăса кĕрекен Кивĕ Сурăм ятлă ял пулнă. Сăлтавĕ паллă мар. Кăвакал юханшыв çинче ларакан Сурăм ял çыннисем 1640 çулсенче кил-картисене хупса, ваттисен çĕрĕсене тата асаттесен тăприсене пăрахса каялла Сурăм вулăсне пурăнма куçса кайнă. Вĕсен вырăнне тÿрех Пайкилт ялĕн çыннисем йышăннă. Вырăсла Байгильдино, что на Кувагале Цивильского уезда ятлă ял пĕрремĕш хут 1649 çулта палăрнă».
Чăваш Сурăм старости каласа панă тăрăх Кувач ?тĕрĕс Кăвакал/ юхан шыв çумĕнче ларнă Кивĕ Сăрăмри чăвашсем тăван ялах таврăннă. Анчах та 1672 çулта Тури Шăхальпе ?Дальние Шигали, Старые Шигали/ Анат Шăхаль ?Ближние Шигали, с. Шигали/ çумĕнче Анат Сурăм ?Дальние Шигали/ та пур. Çав çулта вырăс патши Етĕрне уесне кĕрекен Вылă юхан шыв çинче патшалăх валли арман лартма указ кăларнă. Çав указра аса илнĕ виçĕ ялĕ те пур. Вĕсене çапла хушнă. Арман лартма кашни пилĕк килтен пĕр çынна лашапа тытса ямалла пулнă. Çав вăхăтра виçĕ ялĕ те Сурăм вулăсĕн- че шутланса тăнă. ?НА ЧГИГН. Отд. 2. Ед. хран. 154/.
Анат Сурăмри чăвашсем хăш ялтан куçса килнине пĕлме йывăр. 1672 çулсенче Етерне уесĕнчи Сурăм вулăсĕн- че 5 ял пулнă. Вĕсен хушшинче Сурăм та пур. Халĕ Чăваш Сурăм пулать. Ячĕ тăрăх Канаш районĕнчи Анат Сурăмри чăвашсем Чăваш Сурăмранах куçса килнĕ пулас. Кÿршĕри Шăхаль ялĕ малтан Хусан уесĕнче шутланса тăнă. Ун пек пулсан вĕсен çĕр лаптăкĕ те унтах шутланса тăнă. Пурнăç хушшинче Чăваш Сурăмра пурăнакан хăш-пĕр çемйисем Шăхаль ялĕнчи чăвашсемпе тусланса е тăванлă пулса кайнă пулас. Кайран вĕсем унтан уйăрăлса тухса çĕнĕ ял ни- кĕсленĕ. Мĕншĕн тесен хут çыракансем тепĕр чухне Анат Сурăм ялне Шăхаль ялĕн выççелкки пулнă пек çыраççĕ.
Елĕкхи пурнăçра çав çулсенче мĕнле паллă хыпарсем пулса иртнĕ-ши; 1670 çулта дон касакĕ Степан Разин хура халăх пăлхавне пуçланă. Анчах та хура халăхăн вырăс патша çарĕсене çĕнтерме вăй çитмен. Степан Разинне тытсан çулла 1671 çулта асаплă вĕлернĕ. Малтан аллипе урине пуртăпа касса татнă. Ун хыççăн вара пуçне кĕлеткинчен уйăрнă. Кун пек çынна вĕлерни вырăсла четвертовани тунă теççĕ.
2026 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнчи «Канаш ен» хаçатра 4-мĕш номерте «Ĕлĕкхи майлă Кивĕ Шăхаль çĕнĕлле Анчăккасси ялĕн историйĕ» ятлă калав пур. Унта çапла çырнă: «Етĕрне уесĕнче чăвашсене пурăнма йывăр пулнă. Воеводăпа унăн чиновникĕсем ялсем тăрăх çÿресе çынсене пĕрмаях çаратнă. Хăш-пĕр воеводисене жалобăсем парса ĕçрен кăларма май килнĕ пулсан та, анчах та çĕнĕ воеводи ĕçе тухсан каллех халăхăн укçи-тенкипе пурлăхне çаратма пуçланă. Шăхаль ял çыннисен те чăтăмлăх пĕтнĕ. Çавăншăн 1683 çулта вĕсем вырăс патшисем пулнă Иван Алексеевичпа Петр Алексеевич патне пысăк çăхав çырнă. Тата çав çырура вĕсем Шăхаль ялне Етĕрне уесĕнчен кăларса ĕлĕкхи пек Хусан уесне кĕртме пулăшу ыйтнă. Вырăс патшисем е вĕсен çывăх тарçисем патне çак çăхав çитнĕ. Етĕрне воеводине Л.Г. Ефимьева арес- леме хушнă. Анчах та воеводи вырăс патшисене указне тÿрех итлемен. Çĕнĕ воеводине хулана кĕртмен. Етĕрне хулин пичетпе ключĕсене ăна пама килĕшмен. Малалла воеводисен ĕçĕсем мĕнле майлă пулса тухни паллă мар.
1700 çулта Етĕрне уесне ертсе пыма князь Петр Львович Касаткин-Ростовскийне лартнă. Çул вĕçнелле патшалăха ясаксемпе укçасем тÿлесе татăлнă пулмалла. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ясакпа налук укçа шучĕсем чакни тÿрех курăннă. Патшан çывăх тарçисем вара унран ясаксене ăçта кайса чикрĕн тесе ыйтнă. Вара вăл пĕр сăлтавне çапла ăнлантарса панă. Иртнĕ çулсенче указпа Хусан уесне 80 кил куçарнă тенĕ. Вĕсен хушшинче Шăхаль ялĕ те пур. Вăл вăхăтра ялта 60 кил патнелле пулнă».
Вара ку предложенисене малалла çапла тăсмалла пуль тетĕп. Етĕрне воеводи Л.Г. Ефимьев вырăс патшин указĕ-пе мĕншĕн килĕшмен; Мĕншĕн тесен указĕнче унăн фамилине пĕртак тĕрĕс мар çырнă пулнă. Вара вăл малалла темиçе уйăх воеводă ĕçĕпех ĕçленĕ. Унăн хыççăн çĕнĕ указпа ăна воеводă ĕçĕнчен пĕрех кăларнă. 1683 çулсем патнелле вырăс патшалăхĕн историйĕ çапла пулса тухнă. 1671 çулта сарăмсăр вырăс патши Алексей Михайлович вилнĕ. Вăл вилнĕ хыççăн вырăс патши унăн ывăлĕ Виççĕмĕш Федор пулнă. Анчах та 1982 çулта вăл та вилет. Вăл вилнĕ хыççăн вырăс патшалăхĕнче пăтранчăк пуçланать. Федорăн аппăшĕ Софья Алексеевна патша пуласшăн пулнă. Кайран вара çапăçусем пулса иртнĕ хыççăн унăн ашшĕ енчен пулнă шĕллĕ пĕрремĕш Петĕр патша пулса тăнă.
Вырăсла Дальние Шигали ?Старые Шигали, Анчăккасси/ тата Ближние Шигали ?Шăхаль сали/ ялсемпе пĕрле Хусан уесне Анат Сурăма та куçарнă. Вăл вăхăтра Анат Сурăмра 20 кил патнелле пулнă. Анат Сурăм Шăхалĕн выççелкки пек пулман пулсассăн е тепĕр майлă Чă-ваш Сурăм выççелкки анчах пулнă пулсассăн Хусан уесне куçармасчĕç. Кун пек Анат Сурăм Шăхалĕн выççелкки пулни хÿтĕне лекнĕ пек пулать.
Çапла вара пулса тухрĕ. Етĕрне уесĕн- чи Сурăм вулăсри Анат Сурăмри чă- вашсем ĕлĕкех Хусан уесĕнче шутланса тăнă Шăхаль чăвашĕсем хÿтĕленĕ пирки йывăр вăхăтра Хусан уесне кĕрсе ÿкме пулăшнă. Ун хыççăн çак ялсене Етĕрне чиновникĕсем килме пăрахнă. 1780 çулта виçĕ ялне те Хусан уесĕнчен Çĕрпÿ уесне куçарнă. Унтан Шăхаль вулăсне йĕркелесе янă. Пĕр хушă виçĕ ялĕ те çав вулăсра шутланса тăнă. Тури Шăхаль хăш çулта йĕркеленсе кайнине пĕлместĕп. Куна пĕлме Мускаври архивсем тăрăх çÿремелле.
Тата Сурăм сăмах мĕне пĕлтереть-ши; Тĕрĕссипе калас пулсассăн эпĕ ку сăмах мĕне пĕлтернине пĕлместĕп. Çавăнпа та ыттисем çине шанса çыратăп.
Малтан И.С. Дубановăн «Топономический словарь Чувашии» кĕнеки çинче мĕн çырнине вуласа пăхас. Вырăсла вăл çапла çырать:
«Чувашская Сорма ?Преображенское, Сорма тож/, Чăваш Сурăм ?Пуп тавраш/ _ село в Аликовском р-не. Название произошло от этнического названия чуваш и от расположения на берегу р. Сорма».
«СОРМА _ река протекает в Аликовском р-не, лев. пр. р. Большой Цивиль. От рус. сорма «мелкое место в реке с твердым дном» ?вост.-рус./; гидроним, скорее всего, образован от рус. сарма «перекат, речной порог» ?вост.-рус./. Река Сорма небольшая, мелкая с частыми перекатами ?Э.М. Мурзаев/».
Чăвашла-вырăсла словарь çинче çапла çырнине вулама пулать.
«Сурăм – в чувашской религии особый обряд. Сурăм чÿкле – совершать моление «сурăм». Эй мăн сурăм аслă ашшĕ, аслă амăшĕ! Эпир халь вырăсла йĕркене тытма пăрахатпăр, текех ун йĕркине тытмастпăр. Эй сурăм-киремет амăшĕ, сана, айван ывăл-хĕрсем, савса тиха паратпăр, савса панине савса ил. Орау. 1/ Килĕш-сурăм, 2/ Сăмахлă-сурăм, З/ Упаç-сурăм ?первые два справляли дома, последний всей деревней „пухăнса ялпа тунă, Упаç панче, çырмара“/».
Кунта вырăс йĕркине тытма пăрахатпăр тесе çырнă. Ку сăмахсене нумай пулмасть хальхи вăхăтри авторсем çырнă пулсан та сăмах шухăшĕсем питĕ ватă.
1484 çулта вырăс патши Виççĕмĕш Йăванĕ хастар пулăшнипе, Хусан патшалăх тронĕ çине Магмед-Амине икĕ хут лартма май килнĕ. Виççĕмĕш Йăванĕ ?1440-1505/ Тăваттăмĕш Йăванĕн ?Иван Грозный/ аслашĕ пулать. Çакăн пек пулăшу панăшăн çав вăхăтрах вырăс патши Виççĕмĕш Йăванĕпе тата Хусан ханĕн Магмед-Аминĕ хушшинче Раççей майлă вăрттăн суту-илÿ союз йышăннă. Çак суту-илÿ союзĕ тăрăх Раççей патнелли çывăхрах пулнă чăваш ялĕсенчен ясакăн пĕр пайне вырăс патшалăхне пухма ирĕк панă. Çапла вара пулса тухнă. Çĕр лаптăкĕ Хусан ханствинчех шутланса тăнă пулсан та экономика енчен Мускав патшалăхĕ хуçа пулса тăнă. Чикки вара Çĕрпÿ патĕнчен пуçланнă. Чул-хула енчи тата Мускав патшалăхра пурăнакан вырăссем ытларах «окали» е урăхла каласан сăмахсенче ытларах «о» сасă çине пусăм тума юратнă. Çавăнпа пуль тури чăвашсем те вырăссем пек «о» сасăна евĕрлеме пуçланă, вырăссем пек пурăнма пуçланă.
Çулсем итрсен тури чăвашсем ĕлĕкех пулнă чăваш йăла-йĕркисене йăнăш тунине туйнă, вырăс йĕркине тытма пăрахатпăр тенĕ. Тата Чăваш Сурăма тепĕр майлă пуп таврашĕ тенĕ. Çак Чăваш Сурăм ялĕ патнелле тури чăвашсен чă-ваш ĕненĕвĕн пысăк киремет е чÿклемелли пысăк вырăнĕ пулнă пулмалла. Чăваш туррипе çыхăннă сурăм сăмахран юхан шыв ячĕ те тухма пултарнă. Çапла вара. Хам мĕн пĕлнине «Канаш ен» хаçатăн юлташĕсене çырса пĕлтерес терĕм.
Александр СТЕКЛОВ
«Сказание о чувашах» трилоги авторĕ

