Раççейри Эрменсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çумĕнчи «Адана» хореографи ансамблĕ халăх культурине аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тăвать.
Коллективăн пултарулăхĕпе Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртекен чылай мероприятире паллашма пулать, вĕсем тĕрлĕ ташăпа уявсене илем кӳреççĕ. Ансамбль 4 çул каялла йĕркеленнĕ. Вăл тĕрлĕ ӳсĕмри çирĕм ытла çынна пĕрлештерет.
«Эпир хусканусен илемне кăна мар, кашни ташăн пĕлтерĕшне, унăн историйĕпе паллине кăтартма тăрăшатпăр, – тет ансамблĕн тĕп хореографĕ Арпине Агавелян.

