Чӑваш Енри аграрисем ҫурхи ӗҫсене туса ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.
Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Аграрисем сезона пуш уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче пуҫӑнма палӑртаҫҫӗ, акана вара ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухас тӗллевлӗ.
Кӑҫал республикӑра ял хуҫалӑх культурисене 542,7 пин гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Ҫак лаптӑкӑн ҫурри ытла пайӗ тыр-пул пулӗ.

