Шупашкарти 87 çулти пенсионерка ултавçăсене чутах 1 миллион тенкĕ куçарса паман. Телее, банк ĕçченĕ ăна ку утăма тăвасран сыхланă.
Ултавçăсем кинемей патне шăнкăравласа мăнукĕ аварие лекнине, укçа кирлине пĕлтернĕ. Ватă хĕрарăм лини леш енче такам йĕнине илтсен тÿрех банка çул тытнă. Вăл пухса пынă укçине илесшĕн пулнă. Банкра ĕçлекен Александр Федоров кинемее улталанине ăнланса полици ĕçченĕсене чĕннĕ.
Сăмах май, Александр унччен те пĕр пенсионеркăна пулăшнă. Ун чухне кинемей ултавçăсене 500 пин тенкĕ куçарса парасшăн пулнă.

