Çитĕннĕ çынсем диспансеризацие профилактика шайĕнче, сывлăх япăхах мар пулсан та, ОМС полисĕпе тухма пултараççĕ. Кун пек чухне тĕрĕслевсемпе анализсене пациент кăмăлне шута илсе мар, Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви çирĕплетнĕ список тăрăх ӳсĕмпе тата арлăха кура палăртаççĕ.
Диспансеризацие 18 çултан тата аслăрах ӳсĕмрисем иртеççĕ. 18-39-тисем виçĕ çулта пĕр хутчен тухаççĕ. 40-рисем тата аслăраххисем – кашни çулах. Меллĕрех пултăр тесе кашнинчех кăçал диспансеризаци тухмалли çынсен çуралнă çулĕсен списокне пичетлеççĕ.
Тухтăрсем патне тĕрĕслеве лекме, анализсем пама тата диспансеризаци программи шайĕнчи кирлĕ тĕрĕслев- сене хăвăр пурăнакан вырăнти медицина организацийĕсенче, сывлăх центрĕнче е поликлиника çумĕнчи диспансеризаци пӳлĕмĕнче иртме пулать. Чăваш Енри округсенче пурăнакансем валли район больницисенче тухтăр амбулаторийĕн тата ФАПсен алăкĕсем уçă. Граждансен хăйсемпе пĕрле ОМС полисĕ (ОМС полисĕ çинчен калакан выписка) пулмалла.
Диспансеризаци тухнă чухне юлашки 12 уйăхра ирттернĕ медицина тĕпчевĕсен кăтартăвĕсене шута илме пултараççĕ. Документсене хăвăрпа илме, вĕсене тухтăра кăтартма ан манăр.
Çакна та асра тытăр: 2024 çултан пуçласа медучрежденисен тулашĕнче те диспансеризаци тухма пулать. Сăмахран, ĕç е вĕренӳ (студентсем валли) вырăнĕсенче. Çакна пурнăçлама организаци ертӳлĕхĕ суйласа илнĕ медицина организацийĕпе килĕшӳ тăвать, диспансеризаци ирттерме условисем туса парать. Анчах та яланах ĕç вырăнĕнче е ĕçрен пушă вăхăтра диспансеризаци тухма май çук. Ĕçлекен çынна çак тĕллеве пурнăçлама пуçлăхăн ирĕк памалла. Саккунпа килĕшӳллĕн 1 кун ĕçрен хăтарма юрать. Çавна май ĕç вырăнĕ (должноç) тата вăтам ĕç укçи упранса юлать. Пенси умĕнхи ĕçченсем (арçынсем 60 çултан аслăраххисем тата хĕрарăмсем 55 çултан пуçласа) пĕр кунра диспансеризаци тухаймасан вĕсене çулталăкра çакăн пек икĕ кану кунĕ пама юрать.
Профилактика мероприятийĕн кунĕ пирки ертӳçĕпе калаçса килĕшĕр – заявлени çырăр, приказа кĕтсе илĕр. Ĕçченĕн тĕллевлĕ куна канма мар, хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеме тăкакланине çирĕплетме ирĕк пур пуçлăхăн. Çавăнпа та медицина организацийĕнчен справка илмелле.
Диспансеризаци ĕçĕ çулсерен халăх ыйтăвĕсене тĕпе хурать. Медорганизацисем профилактика мероприятине каçхи вăхăтра тата шăматкунсенче иртме май параççĕ. Çакă ĕçрен ыйтса кайма е предприятире диспансеризаци программисемпе усă курма пултарайманнисемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Куçса çӳреймен граждансем валли тĕрĕслеве килĕсенче е стационар условийĕсенче ирттереççĕ. Ку йĕрке пирки поликлиника регистратуринче ыйтса пĕлмелле.
Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхлавĕн территори фончĕ сывă пурнăç йĕркине сарас тата вăраха кайнă инфекци чирĕсене асăрхаттарас енĕпе халăх хушшинче информаци ĕçне хастар хутшăнать. Сăмахран, çулсеренех буклетсем хатĕрлет. Вĕсене республикăри медицина организацийĕсенчи кирлĕ вырăнсене çакать.
Кашни çыншăн пурнăçра чи хакли – сывлăх. Уншăн тăрăшни – сирĕн ырлăхăн никĕсĕ. Организм сывлăхлă пултăр, вăл пĕр кăлтăксăр ĕçлетĕр тесен ăна вăхăтран вăхăта тĕрĕслесе тăмалла. Диспансеризаци сире вăрăм та хастар пурнăç йĕркине суйлама пулăшса пырать. Ăна тухма вăхăт тупăр, сывлăхăра упрăр!
Ульяна ПЧЕЛКИНА,
Чăваш Енри ОМС фончĕн ĕçченĕ

