Канаш тӑрӑхӗнчи Сителте пурӑнакан Пигальцевсем изумруд туйне паллӑ тунӑ. Анатолий Егоровичпа Маргарита Павловна шӑп та лӑп 55 ҫул каялла ҫемье ҫавӑрнӑ: Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче пӗрлешнӗ.
Анатолий Егорович пурнӑҫне педагогикӑна халалланӑ, Маргарита Павловна вара медицина тытамӗнче ӗҫленӗ.
Пигальцевсем икӗ хӗр ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 3 мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

