Понедельник, 16 марта, 2026
Главная > Публикации > Икерчĕпе хăналанă

Икерчĕпе хăналанă


Çӑварни уявĕн хавас кăмăлĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне те çитнĕ пулнă. «Ялта» драма курма килнĕ халăха юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ, икерчĕпе хăналанă.
Тăхтав вăхăтĕнче Сенкер фойере чӑн-чăн Çăварни мыскари пуçланнă. Çветке чупакансем пурне те ташă картине тăратнă. Кĕтмен çĕртен илемлĕ хăюсемпе капăрлатнă лаша та, лавçи те тупăннă. Катаччи ярăнма ĕмĕтленекенсем пĕрин хыççăн тепри «çакланнă» та – темĕн тăршшĕ çунашка пулса та тăнă. Эх, пуçланнă вара вăйă-кулă! Чи ăста ташлакансем, хитре юрлакансем, тăпăртатса такмак калакансем парнеллĕ те пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *