Чăваш Енри çамрăк сăмах ăстисем Раҫҫейри ҫыравҫӑсен чи чаплӑ резиденцийӗнче «Переделкинӑра» хăйсен ӑсталӑхне туптанӑ. Мускавра вĕсем куçару хăнăхăвĕсене алла илнĕ.
– Совет вӑхӑтӗнче кунта Совет ҫӗршывӗн чи сумлӑ ҫыравҫисем кӑна килсе курма пултарнӑ. Хальхинче «Переделкино» тӗрлӗ халӑх чӗлхисенчен вырӑсла куҫаракансене пуҫтарать. Ҫӗршыври ултӑ халӑх кӑна ҫак чыса тивӗҫнӗ, вӗсенчен пӗрремӗшĕ – чӑвашсем. Эпир кунта улттӑн. Эпӗ, ЧПУри чӑваш филологи уйрӑмӗн студенчӗсем Кристина Николаева, Настя Иваншкина тата Андрей Кузьмин, ҫавӑн пекех Мускавра журналиста вӗреннӗ ентешӗм Ульяна Симушкина тата Удмурт Республикинчи тӑлмачӑ Оксана Соснина. Пире вӗрентекенӗ вара – паянхи ӗмӗр генийӗ Марина Федоровна Карягина. Пӗр эрне эпир курортри пек пурӑнса тӗрлӗ чӑваш хайлавне вырӑсла куҫаратпӑр. Унсӑр пуҫне пире валли питӗ вӑйлӑ кану программи хатӗрленӗ: экскурсисем, ӑсталӑх класӗсем, лекцисем… Чи кӑсӑклӑ асилӳсенчен пӗри: эпир ҫыравҫӑсен вӑрттӑн пӳлӗмне кӗрсе куртӑмӑр», – каласа кăтартнă Элтияр (Алексей) Александров.
Паллах, чăваш литератури ытти халăхсемшĕн те кăсăклă. Ку тĕлĕшрен вара куçару тÿпи пысăк. Эппин, çамрăк сăмах ăстисене çак ĕçре ăнăçу сунар!

