Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелекенсен кунне халалласа кăçал вуннăмĕш хут ĕнтĕ Раççейре «Кĕнеке юратса парнелĕр» акци иртрĕ. Нарăс уйăхĕн 9–15-мĕшсенче çĕршывĕпех тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç, вулакансем шкулсене, библиотекăсене, çывăх çыннисене кĕнекесем парнелерĕç. Асăннă пуçарăвăн тĕп тĕллевĕсем – вулава аталантарасси, çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте те, цифра технологийĕсем хастар аталаннă тапхăрта, хутлă кĕнеке хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманнине, паха парне тата пĕлÿ çăлкуçĕ пулнине палăртасси.
Марафон малалла тăсăлать
Чăваш Республикинчи Наци библиотеки кăçал хăйĕн 155 çулхи юбилейне паллă тунă май кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Юрататăп! Вулатăп! Парнелетĕп!» ыркăмăллăх марафонĕ пуçарса янă. Тĕрлĕ организаци, çыравçăсемпе вулакансем юратнă вулавăша кĕнеке парнелеме пултарнă.
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелекенсен кунĕн- че, Чăваш Наци библиотекине библиотекарьсемпе издательство ĕçченĕ-сем, Раççей Писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пайташĕсем, нумай ачаллă çемьесем марафонăн пуçламăш тапхăрне пĕтĕмлетме пуçтарăнчĕç. Уява уçнă май Чăваш наци вулавăшĕн Фонд йĕркелес тата каталогизаци центрĕн ертÿçи Марина Добронравова кăларăмсене еплерех шута илни, ку таранччен мĕнлерех ĕç-пуç туса ирттерни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Марафона уçнăранпа уйрăм çынсемпе тĕрлĕ организаци пилĕк пине яхăн кĕнеке парнеленĕ. Вĕсен йышĕнче: И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Енри патшалăх истори архивĕ, Чăваш Енри ÿнерçĕсен пĕрлĕхĕ, «Çĕнĕ Вăхăт» типографи, Санкт-Петербургри «Лира» издательство. Çыравçăсем те хастарлăхпа палăрнă: Ордем Гали 550 кĕнеке парнеленĕ, Борис Миллин – 232, Лев Кадкин – 125, Николай Ишентей – 286. Михаил Кондратьев искусствоведени докторĕ 27 авторефератпа тивĕçтернĕ. Чăваш кĕнеке издательстви библиотекăсене 12220 экземпляр кĕнеке халалланă.
Республикăри тĕп вулавăша Кемĕр облаçĕнчи Гурьевскри централизациленĕ библиотека системин директорĕ Марина Обухова чĕнÿпе тухнă: Кемĕр облаçĕнчи Сосновка салипе Чуваш-Пай ялĕнчи вулав çурчĕсем валли чăвашла кăларăмсем пухас тĕлĕшпе пулăшма ыйтнă. Кунти йăхташăмăрсем тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесем вулама ĕмĕтленеççĕ, анчах вĕсем çукки хурлантарать. Аякри чăвашсене кашниех пулăшма пултарать, «Юрататăп! Вулатăп! Парнелетĕп!» марафон малалла пырать. Ăна 2026 çулхи раштавăн 15-мĕшченех тăсасси пирки пĕлтерчĕ Марина Добронравова. Унччен кашниех Чă-ваш Наци библиотекине ?Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15-мĕш çурт, 325-мĕш пÿлĕм/ кĕнекесем пырса пама пултарать. Паллах, вĕсем çĕнĕ тата лайăх пахалăхлă пулмалла.
Этем чунне тасатакансем
Уява Юхма Мишши чăваш халăх çыравçи те хутшăнчĕ. Вăл Чăваш Наци библиотекине килти архивран чылай кăларăм çитернĕ. Вĕсене сайра кĕнекесен фондне вырнаçтарнă, «М.Н. Юхмапа Р.И. Шевлепин уйрăм коллекцине» йĕркеленĕ. Кунта мăшăра тĕрлĕ автор 1958–2025 çулсенче алă пусса парнеленĕ 177 кĕнеке кĕнĕ. Чи тĕлĕнмелли – вĕсем тĕрлĕ чĕлхепе: чăвашла, вырăсла, марилле, полякла, узбекла, белорусла, казахла, мордвалла, вотякла, якутла, пушкăртла, удмуртла, кумыкла, балкарла… Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Республикинче Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулнă май ку пулăм тата та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнмалла.
Раççей Писателĕсен союзĕн Чă-ваш Енри уйрăмĕн председателĕн çумĕ Ольга Куликова ?Улькка Эльмен прозаик/ уява тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ шухăш-кăмăллă, профессиллĕ çынсем пуçтарăннине, анчах пурне те кĕнекене юратни пĕрлештернине палăртрĕ. Раиса Воробьева сăвăç ача-пăча кăларăмĕсене парнеленĕ май библиотека мĕн пĕчĕкрен çывăх тус пулнине, кирек мĕнле ыйту хуравне те кунта шыранине асăнчĕ. Светлана Гордеева поэт та республикăри вулавăшсем ирттерекен мероприятисене май килнĕ таран хутшăнма тăрăшнине пĕлтерчĕ. Лидия Филиппова çыравçă-журналист вырăссен аслă поэчĕн Александр Пушкинăн çырнисен пуххине халалларĕ.
Николай Ишентей çыравçă шăп нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Кĕнеке парнелемелли кун, çуралнă. Уява пуçтарăннисем ăна ăшшăн саламларĕç. «Кĕнеке пĕчĕккисемшĕн, паллах, – тетте; ÿсерехпе вăл тус-юлташа куçать; çамрăксемшĕн – пурнăç çулне кăтартакан компас. Пĕтĕмĕшле каласан, кĕнеке вăл – этем чунне тасатаканĕ. Кунта пухăннисем вара – этем чунне тасатакансем», – терĕ Николай Петрович.
Ольга Австрийская çыравçă ачаранпах литературăпа туслă пулнине, хăй аллипе кĕнекесем ăсталанине, амăшĕ юмах пуххисем парнеленине каларĕ. Паян та ăна кĕнекех вулама-çырма хавхалантарать.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова предприяти республикăри вулавăшсемпе, Чăваш Наци библиотекипе уйрăмах, туслă çыхăнура пулнине палăтрĕ. «Эпир пĕрле презентацисем, интереслĕ тĕлпулусем йĕркелетпĕр, «Варкăш» литература клубĕн ĕç-хĕл-не хутшăнатпăр. Эсир пуçаракан акцисене те хапăлласа йышăнатпăр, май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Кăçал та çавăн пек май тупăнчĕ издательствăн», – терĕ Ольга Леонидовна.
Сильва Казакова куçаруçă тата корректор кĕнеке хăйĕн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине асăнчĕ. Ăна виçĕ çулта чухнех саспаллисемпе паллаштарма пуçланă. Ÿсерехпе вăл шкул библиотекине çÿреме тытăннă. Кĕнеке тĕнчи уншăн çăтмах евĕрех туйăннă. Ку туйăм халĕ те сĕвĕрĕлмен. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Сильва Юрьевна И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс филологийĕн факультетне çул тытнă. Алла диплом илсен вара кунти Наука библиотекине ĕçе вырнаçнă. Пĕр вăхăт Чăваш кĕнеке издательствинче корректорта вăй хунă. Халĕ те унăн ĕçĕ кĕнекесемпех çыхăннă. С. Казакова библиотекăна чăваш çыравçисен кăларăмĕсене парнелерĕ.
Уява хутшăнакансем Тав хутне тивĕçрĕç. Нумай ачаллă çемьесене кĕнеке комплекчĕсемпе савăнтарчĕç. Вулама юратасси çемьерен килет- çке. Ашшĕ-амăшĕ пушă вăхăтра алла кĕнеке тытсан, ывăлĕ-хĕрне çывăрма выртас умĕн юмах вуласа парсан ачапча пуласлăхра вулакан çынах пулса ÿсĕ.
Çыравçăсем Чăваш Наци вулавăшне 155 çулхи юбилейпа саламласа кĕнекесем кăна мар, торт та парнелерĕç. Çавра сĕтел тавра пухăнса чей ĕçнĕ май хăнасем малашнехи плансене сÿтсе яврĕç.
Ольга ИВАНОВА
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

