Канашри муниципаллă округра «Единая Россия» партин йышĕ хушăннă. Асăннă парти ретне ятарлă çар операцине хутшăннă паттăр, МВД ветеранĕ Игорь Воронцов кĕнĕ.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Игорь Николаевич Воронцова «Единая Россия» партин билечĕпе ятарлă паллине округ пуçлăхĕ Валерий Чернов панă. Валерий Анатольевич парти йышĕ Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсемпе пуянланни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртса хă- варнă.
Игорь Воронцов пурнăçра сахал мар йывăрлăх витĕр тухнă. Малтан Чечен Рес- публикинче служба тивĕçне пурнăçланă, ятарлă çар операцийĕ пуçлансан çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме контракт çырнă. 2023 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче СВО пыракан вырăна тухса кайнă. Хальхи вăхăтра вăл тăван тăрăхра.
Полицин отставкăри аслă лейтенанчĕ Игорь Воронцов пушă вăхăта ахаль ирттермест. Общество ĕçне хастар хутшăнать, çарта пуç хунă юлташĕсен çемйисене пулăшу кÿрессипе нумай тимлет.

