Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина орден медальне тивӗҫнӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Республика ертӳҫисем артисткӑн юбилей концертӗнче пулнӑ. Ӑна Олег Алексеевич «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Августа Уляндина – ӑста юрӑҫ, педагог, пултаруллӑ композитор, вӑл «Ярды» ушкӑна йӗркелесе янӑ.

