Пулас фермерсене пулӑ ӗрчетме вӗрентӗҫ.
Республикӑра кӗҫех Фермер шкулӗн 7-мӗш юхӑмӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Курссем тӳлевсӗр. Кӑҫал та ял хуҫалӑхӗнче вӑй хурас кӑмӑллисене 2 енпе пӗлӳ илме сӗнеҫҫӗ – пулӑ ӗрчетессипе тата мӑйракаллӑ шултра выльӑхпа ӗҫлессипе.
Конкурс суйлавӗ пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен 22-мӗшӗччен пырать. Вӗренӳ ака уйӑхӗнче пуҫланӗ.

