Нарӑс уйӑхӗн 21 мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Енре пурӑнакансем хĕл кӳнĕн йывӑрлӑхӗсене хирĕҫ кĕреҫепе тата хавхаланупа тухнӑ.
Вӗсем хамӑр республикӑн тĕрлĕ кĕтесне ятарлӑ акципе килĕшӳллĕн юртан тасатнӑ. «Единая Россия» парти пуҫарӑвне министерствӑсенче, хулапа округ администрацийĕсенче ĕҫлекенсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан хастарсем хутшӑннӑ.
Кану кунӗсенче влаҫ тытӑмӗнче тӑракансемпе волонтерсене кӗреҫесемпе Канаш хулипе ялсен урамӗсенче те йышлӑн курма пулнӑ. Кӑмӑл тӑвакан кашни ҫын хӗлӗпех ырми-канми вӑй хуракан дворниксене пулӑшма пултарни ырӑ пулӑм. Нимелле тӑрӑшсан ӗҫ те хӑвӑртрах, регион та хӑтлӑрах пулать. Ҫулсем вара тасарах та кашниншӗн хӑрушлӑхсӑр пулӗҫ.

