2026-мӗш ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче Чӑваш Ен ют ҫӗршыва 577 тонна ытла тыр-пул тата малашне тирпейлемелли тавар ӑсатнӑ.
Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 14 хут нумайрах.
Казахстана 225 тонна тулӑ хывӑхӗ ӑсатнӑ. Польшӑна 242 тонна горчица вӑрри, 44 тонна йĕтӗн, 44 тонна вика, 22 тонна хуратул.
Тыр-пула инҫе ҫула ӑсатиччен фитосанитари тӗрӗслевӗ витӗр кӑлараҫҫӗ.

