Воскресенье, 15 марта, 2026
Главная > Публикации > Сивĕ хĕле хаваслăн ăсатнă

Сивĕ хĕле хаваслăн ăсатнă


Вырсарникун Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем сивĕ хĕле ăсатма хула паркĕ çумĕнчи лапама пуçтарăннă. Çăварни уявне паллă тума халăх яланхи пекех йышлăн тухнă.
Уява округ пуçлăхĕ Валерий Чернов уçнă. Çăварнипе саламланă май çак савăнăçлă самант сивĕ хĕле ăсатни кăна мар, хамăрăн йăх-несĕлсен ламран-лама пыракан ырă йăли-йĕркине çирĕп тытса пыни тата çĕнĕлĕхпе пĕрлĕх палли пулнине каласа хăварнă. Валерий Анатольевич хăйĕн сăмахĕнче çавăн пекех çак çутă уяв кашни киле килĕшÿ, çителĕклĕх тата çурхи ăшăлăх илсе килтĕр тесе палăртнă.
Хула паркĕ умĕнчи лапам çав кун пысăк интерактивлă лапама çаврăннă. Çынсем спорт мероприятийĕсене тата халăх вăййи- сене курма уйрăмах хавас аулнă. Спортпа туслисем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ ăмăртура тупăшнă, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем вĕсене хавхалантарса тăнă. Чи маттуррисем вара парнесене тивĕçнĕ.
Пĕчĕк ачасем валли ятарлă вăйă лапамĕсем ĕçленĕ. Уяв йĕркелÿçисем вĕсене хаваслă старта йыхравланă, шăпăрлансем михĕсем тăхăнса чупнă, эстафета-вăйăсене хутшăннă. Спорт мероприятине хутшăннă кашни ачана пылак парне парса хавхалантарнă. Ачасен пичĕсенче савăнăç туйăмĕ тата хаваслă кулă палăрнă.
Вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине илемлĕ номерсемпе тухнă. Вĕсене курма килнисем тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă. Кайран пурте пĕрле вăйă картине тăнă, сивĕ хĕле хаваслăн ăсат- нă. Канаш тăрăхĕн администрацийĕ уяв йĕркелÿçисене, унта хутшăннă пултарулăх ушкăнĕсемпе артистсене тав сăмахĕ калать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *