Чăваш Енре сунарçăсен биатлонĕ старт илни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ. Анонсра маларах палăртса хăварнă пекех, иртнĕ шăматкун йĕлтĕр спортне кăмăллакан сунарçăсене Канаш тăрăхĕ йышăннă. Вĕсен биатлон трасси яланхиллех Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнчи Упа кÿлли хĕрринче тăсăлнă.
Спорт уявне пуçтарăннисене Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă, мишеньсем вырнаçтарнă йĕлтĕр йĕрĕ çине тухма хатĕрленекен ăстасене çăмăл старт тата ăнăçлă финиш суннă.
Канаш енре кăçалхипе 12-мĕш хут иртекен тупăшăва пĕтĕмпе çичĕ команда хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ Марий Эл Республикинчен килсе çитнĕ, çак йышра кÿршĕсен хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ те пулнă.
Канашсем хальхинче биатлон валли икĕ команда хатĕрленĕ. Иккĕмĕш ушкăн сунарçă-ветерансенчен тăнă. Вĕсем пурте çитмĕл теçетке урлă каçнă ентешсем пулнă. Апла пулин те ветерансем çамрăксенчен пĕрре те кая юлман, хăйсен ушкăнĕпе пиллĕкĕмĕш вырăна тухма пултарнă.
Палăртса хăварар, кашни сунарçă виçĕ çухрăма тăсăлакан дистанцие парăнтарнă. Хальхинче пур командăра та тăватă йĕлтĕрçĕ пулнă, ăмăрту йĕркипе пирĕн тăрăхра иртекен ăмăрту трасси çине йытăсем илсе тухман. Канашсен Алексей Григорьев ертсе пыракан тепĕр ушкăн çак тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак çитĕнĕве тивĕçессишĕн ушкăн ертÿçипе пĕр тан командăри Александр Моргушов, Иван Данилов тата Владимир Терентьев хытă тăрăшнă. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнăшăн ентешсене маскхалат тата чĕрĕ пĕрер кайăк кăвакал парса хавхалантарнă.
Ыран, нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче, вĕсем пурте туслă йышпа Шупашкар районĕнчи Чаканар ялне ăмăртăва каяççĕ. Хальхинче сунарçăсем унтан пĕрремĕш вырăнпа таврăнасса хытă шанатпăр. Çак çтиĕнĕве тивĕçмешкĕн вара вĕсене ăнăçу сунатпăр!

