Шупашкарти тухтӑрсем Килиманджаро тӑвне парӑнтарма кайсан туриста ҫӑлнӑ.
Протасовсем, Республикӑри кардиологи диспансерӗн кардиохирургӗ Михаил тата анестезиолог-реаниматологӗ Елена, отпускра экспедицие кайнӑ. Ҫӳлелле хӑпарсан пӗр туристӑн ӳпки шыҫӑннӑ. Михаилпа Елена тӳрех ӑна медпулӑшу панӑ, сывлӑхне йӗркене кӗртсен эвакуацилес ӗҫе йӗркеленӗ.
Михаил ту тӑрринче ҫуралнӑ кунне кӗтсе илнӗ.

