Самар хулинче чӑвашсем Пӗтӗм тĕнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунӑ.
Мероприяти «Заря» культура керменĕнче иртнӗ. Унта пухӑннисем Самар ен тӑрӑхӗнче пурӑннӑ поэтсемпе писательсене аса илсе вӗсен кӗнекисене тӑван чӗлхепе вуланӑ. Влас Иванов-Пайменӗн «Аттесен палӑкӗ» кĕнеки пухӑннӑ ҫынсене савăнтарнӑ та, тӗлӗнтернӗ те. Тĕрлĕ докладсем, калаҫу-тавлашу, ыйтусем… Юлашкинчен «Самар ен» пултарулăх ушкăнĕ чӑваш юррисемпе савӑнтарнӑ.

