Асхва ялĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлассине çулсеренех çирĕп тытса пыраççĕ. Уява асхвасем кăçал та анлăн паллă тунă.
Мероприятие вĕсем Афганистан вăрçине тата ятарлă çар операцине хутшăннă çар çыннисене йыхравланă. Ĕнерхи салтаксен туслă йышĕнчен чăмăртаннă общество организацийĕн представителĕсем маскировка сеткисем çыхакан хастарсене «Участнику гуманитарной помощи» медальсем тата грамотăсем парса чысланă.
Уява хутшăннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ- сене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хунă, çапуçă хирĕн-че пуç хунă салтаксене пĕр минут шăп тăрса асăннă.
Унтан спорт ăмăртăвĕсем пуçланнă. Кашниех пневматика винтовкинчен мишеньсене тĕл лектерессипе тата гранатăна инçĕшне ывăтассипе тупăшма пултарнă. Кăмăл пуррисем чăрмавлă полосăна парăнтарнă, кире пуканĕ йăтнă тата канат туртассинче тупăшнă. Кайран пурте пĕрле салтак пăттипе сăйланнă.

