Суббота, 14 марта, 2026
Главная > Публикации > Чăваш Ен çулталăка позитивлă динамикăпа пуçлать

Чăваш Ен çулталăка позитивлă динамикăпа пуçлать


Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă канашлура Чăваш Республикин 2026 çулхи кăрлач уйăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Кăçал кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикин консолидированнăй бюджетне 14 миллиард тенкĕ укçа кĕнĕ, ку вăл иртнĕ çулхинчен 10,2 процент нумайрах. Республикăн харпăр тупăшĕ 19,1 процент чухлĕ ÿснĕ, 5,3 миллиард тенке çитнĕ. Тупăшсен динамикипе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче лидерсен тройкине кĕрет. Тăкаксем те кăштах ÿснĕ, вĕсем 5,3 миллиард тенкĕпе танлашнă.
Çулталăка çакăн пек курăмлă кăтартупа пуçлани регионăн çирĕп экономикине палăртать, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пымалли лайăх майсем туса парать. Хальхи вăхăт тĕлне кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртмелли саккун проектне хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Регионăн Финанс министерстви малтанласа палăртнă тăрăх, тупăшсем 10,7 миллиард тенкĕ чухлĕ ÿсмелле, тăкаксем _ 27,7 миллиард тенкĕ.
Бюджет кăтартăвĕсем ÿсни çынсем валли пĕлтерĕшлĕ задачăсем ытларах пурнăçа кĕртме май парĕ. Çав вăхăтрах контрольпе тимлĕх те ÿсĕ. Кун пек чухне мĕнпур ĕç пахалăхлă тата хăвăрт темпсемпе пулса пырĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *