Понедельник, 16 марта, 2026
Главная > Публикации > Эстафетӑра тупӑшнӑ

Эстафетӑра тупӑшнӑ


Раҫҫей МЧСӗ йӗлтӗрпе чупакансен ӑмӑртӑвне ирттернӗ.
Чупӑва Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн ҫулленхи спартакиадипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Унта 20 ытла команда хутшӑннӑ. Вӗсем 4х5 эстафетӑра тупӑшнӑ.
Ӑмӑртусенче Шупашкарти Ятарлӑ пушарпа ҫӑлав чаҫӗн командине ҫитекен пулман. 2-мӗш вырӑнта – Йӗпреҫри 28-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗ, 3-мӗшӗнче вара – Кӳкеҫри 41-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗ. Ҫак подразделенире ӗҫлекен Александр Васильев харпӑр зачетра «ылтӑн» медаль ҫӗнсе илнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *