77 çулти спортсмен 7 медаль çĕнсе илнĕ.
Хăвăрт утас енĕпе тĕнче класлă спорт мас-терĕ, СССР тата тĕнче чемпионĕ Виктор Семенов Абу-Дабире иртнĕ ăмăртăва хутшăннă.
Чăваш спортсменĕ 75 çултан аслăраххисен йышĕнче ăмăртнă. Чупассипе тата хăвăрт утассипе йĕркеленĕ тупăшусенче 4 «ылтăн» тата 3 «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ.

