Шупашкарта самбо енӗпе республика ӑмӑртӑвӗсем пулнӑ.
Унта 2013-2014 ҫулсенче ҫуралнӑ яшсемпе хӗрсем ӑмӑртнӑ. Турнир икӗ ҫул каялла Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк гвардийӗ йӗркеленипе пуҫланнӑ. Кӑҫал вӑл 5-мӗш хут иртнӗ. Хальхинче ӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: спорт мероприятине уҫнӑ савӑнӑҫлӑ самантра Раҫҫей чемпионачӗн кӗмӗл призерне Роман Тимофеева «Раҫҫей спорт мас-терӗн» паллине тата удостоверенине панӑ.

