Юнкун, нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Канашри муниципаллă округра анлă лару иртнĕ. Унта Канаш енĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тата малашнехи çул-йĕре палăртнă. Лару ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов хутшăннă, çакă Канаш çĕрĕ çинче пурнăçа кĕртнĕ курăмлă ĕçсен тата ума лартнă тĕллевсен пысăк пĕлтерĕшне çирĕплетнĕ.
Чи малтан ĕçлĕ делегаци «Новый ресурс» пĕрлĕхе çитсе курнă, ку лапам округăн промышленноç потенциалне аталанма май паракан вырăн шутланать. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне Сергей Артамонова регионти экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тата «Новый Ресурс» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Евгений Егоров кĕтсе илнĕ.
Хăнасене производство цехĕсемпе паллаштарнă май Евгений Егоров ертÿçĕ предприятин ĕçĕ-хĕлне тĕп-лĕн уçса панă, технопаркра пурнăçа кĕртекен проектсем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Пысăк проектсене хывакан инвестицисем çинчен каласа панă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленнипе паллаштарнă. Çавăн пекех технопарка килме кăмăл тăвакан резидентсемпе калаçу ирттернине те пĕлтернĕ.
Округăн промышленноç аталанă- вĕн потенциалĕпе вырăна тухса паллашнă хыççăн ĕçлĕ делегаци хулари культура керменне килнĕ. Хăнасене фойере Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа йĕркеленĕ курав кĕтнĕ.
Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов сцена çинчен Канаш енĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, залра ларакансене округăн малашнехи çул-йĕрĕпе те паллаштарнă. Округăн финанс кăтартăвĕсем позитивлă динамикăра пулнине асăнса хăварнă.
Анлă канашлура Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова та тухса калаçнă. Лариса Анатольевна Чăваш Енĕн 2025-2030 çулсем валли йышăнса хăварнă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи еплерех пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарнă.
Канашлура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Артем Владимировпа Юрий Попов та сăмах илнĕ, Канаш тăрăхĕнче пурăнакансемпе еплерех ĕçлĕ çыхăну тытса пыни çинчен каласа кăтартнă.
Çав кунах сцена çинче Канаш тăрăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ентешсене патшалăх наградисем те парса чысланă. Пысăк хисепе тивĕçнисен йышĕнче шкул ачисемпе студентсем те пулнă, вĕсен пысăк ушкăнне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствосем панă.

