Чăваш Енре сунарçăсен биатлонĕ вĕçленнĕ. Республикăра кăçалхипе 12-мĕш хут иртекен йăлана кĕнĕ ăмăртăва Шупашкар тăрăхĕнчи «Голден Фиш» хула айккинчи клубра йĕркеленĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççейре кĕрхи сунар тапхăрĕ вĕçленнĕ. Эппин, урисене сарлака йĕлтĕр сырнă тата çурăмĕсем хыçне пăшал çакнă сунарçăсене çитес вăхăтра курма тÿр килмĕ.
Иртнĕ шăматкун Шупашкар округĕн- чи сунарçăсен угодийĕ сунарçăсене юрлă çанталăкпа кĕтсе илнĕ. Апла пулин те ăстасене çакă пĕрре те чăрмав кÿмен. Таврана хупăрласа илнĕ шурă пĕркенчĕк кашнине тимлĕрех тата хастартарах пулма çеç хавхалантарнă.
Старта хальхинче вунă команда тухнă. Вĕсен йышĕнче йĕлтĕрпе сунар спортĕнче пысăк ăсталăх пухнă Марий Эл Республикин виçĕ команди те пулнă. Хăйсенпе пĕрле вĕсем яланхиллех хĕрарăм-сунарçăсен ушкăнне те илсе килнĕ. Кÿршĕ республикăран пирĕн пата тупăшма çÿрекен сунарçăсем хамăр ентешсемшĕн витĕмлĕ конкуренци туса параççĕ. Çавăнпа та биатлон трасси çинче çулсеренех çивĕч тупăшу хуçаланать.
Йĕлтĕр трасси çине тухма хатĕр- ленекен сунарçăсене Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Николай Охотин тата Шупашкар тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Павлов саламланă. Çавăн пекех «Голден Фиш» клуба спортсменсене хавхалантарса тăма ятарласа килсе çитнĕ çынсем те йышлăн пулнă.
Канаш тăрăхĕнчен Шупашкар округне яланхи пекех Алексей Григорьев ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Эстафета стартне унпа пĕрле Александр Моргушовпа Владимир Терентьев тухнă. Ытти сунраçăсем вĕсене «Чакаç _ Чакмасть» девизпа лайăх пĕлеççĕ.
Хальхинче сунарçăсем виçĕ çухрăма тăсăлакан трассăна парăнтарнă. Йĕлтĕр йĕрĕ çине сарлака сунар йĕлтĕрĕпе алăсене патаксем тытмасăр тухнă. Çухрăм çурă чупнă хыççăн мишеньсем патне çитнĕ. Унта сунар пăшалĕнчен виçĕ хутчен пенĕ хыççăн трассăн тепĕр çуррине кĕскетсе финиша васканă. Алексей Григорьевпа Владимир Моргушов мишеньсене икшер хутчен тĕл лектернĕ, Владимир Терентьевăн вара кашни патронĕ палăртнă вырăна тĕл çитнĕ. Асăнса хăварни пĕлтерĕшлĕ: Владимир Васильевич командăн чи аслă ÿсĕмри спортсменĕ шутланать, вăл _ 65 çулта. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те сунарçă килте ахаль лармасть, Канашра юсав поездчĕ çинче тимлет.
Çивĕч тупăшура канашсем ытти ушкăнсене чылай кая хăварса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кĕмĕл медальсене Марий Эл Республикинчен килнĕ «Акпатыр» ушкăн илсе кайнă. Регионти çут çанталăк ресурсĕсен министрествин чĕрчунсен тĕнчине хÿтĕлекен дирекци виççĕмĕш пулнă.
Биатлон çĕнтерÿçисем, канашсем, килес çул Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнчи тупăшура хÿтĕлĕç. Ăмăртура мала тухнăшăн вĕсене хир сысни тытмалли тÿлевсĕр лицензипе чысланă, Кубок диплом тата медаль парса хавхалантарнă.
Сунарçăсене Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов та саламланă, çак турнир сунарçăсен ушкăнĕсене пĕр туслă чăмăра пĕрлештерме пулăшакан пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулнине палăртнă.
Палăртса хăварар, сунарçăсен биатлонĕ «Экологи ырлăхĕ» наци проектне тĕпе хурса иртет. Турнир çут çанталăка упрама вĕрентет, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май парать тата пăшалпа тĕрĕс усă курас йĕркене ăша хывма пулăшать.
Чăн та, сунарçăсен хĕллехи биатлонĕ кăçаллăха вĕçленчĕ. Куншăн пăшăрханма кирлĕ мар, сунарçăсем çакăн евĕр тупăшусене çулла та туса ирттереççĕ. Вĕсем çинчен вара кăшт каярах çырса пĕлтерĕпĕр.
Артемий МЯСНИКОВ

