Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Ветерансен çитĕнĕвĕ — çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Ветерансен çитĕнĕвĕ — çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх


Энергетика тытăмĕн ветеранĕсем спортпа питĕ туслă. Вĕсем тăтăшах тĕрлĕрен спорт мероприятине хутшăнаççĕ, округ, республика тата çĕршыв шайĕнче палăраççĕ.
Çакнашкал пысăк çитĕнÿсем тума ăсталăха вăхăтран вăхăта туптаса тăни кирлĕ паллах. Çак тĕллевпе ветерансем пĕрле пухăнса хăйсем хушшинче час-часах тупăшу ирттереççĕ. Нумаях пулмасть, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа, вĕсем Раççей ДОСААФĕн Канашри уйрăмĕнче пуçтарăннă.
Арçынсем уяв кунĕнче пневматика винтовкинчен тĕл перессипе тупăшнă. Çавăн пекех хăйсен ăсталăхне шашка вăййинче те тĕрĕслесе пăхнă. Çивĕч тупăшура мишеньсене персе тĕл лектерекенни Василий Осипов пулнă. Иккĕмĕш вырăна Василий Агусев тухнă. Валентин Гргорьев _ виççĕмĕш пулнă.
Шашка вăййин ăмăртăвĕнче Анатолий Осин палăрнă. Александр Воробьев иккĕмĕш вырăн йышăннă. Анатолий Семенов виççĕмĕш вырăна тухнă.
Çакна та палăртса хăварма кăмăллă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа Ульяновск хули çывăхĕнче йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăрту иртнĕ. Регионсем хушшинчи Симбирск марафонне çулсеренех йĕркелеççĕ. Унтан пирĕн ентеш, энергетика тытăмĕн ветеранĕ Василий Агусев пĕрремĕш вырăнпа таврăннă.
Спортпа туслă ветерансем сывă пурнăç йĕркине тытса пыни _ ырă тĕслĕх. Вĕсен çитĕнĕвĕ çитĕнекен ăрăва хавхалану туйăмĕ кÿтĕр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *