Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Алина Скрипко Екатеринбургра йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнчен виҫӗ ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Вӑл 76 килограма ҫитичченхи виҫе категори- йӗнче тупӑшнӑ. Пирӗн ентеш пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине виҫӗ хутчен хӑпарнӑ.
Алина Скрипко Шупашкарти В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

