Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Голос» кӑларӑма хутшӑннӑ

Голос» кӑларӑма хутшӑннӑ


Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачи Пӗрремӗш каналпа пыракан «Голос» кӑларӑма хутшӑннӑ.
Ирина Степанова – 17 ҫулта. Вӑл телепроект историйӗнче чи ҫамрӑкки пулнӑ. Пике 14 ҫултанпа Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ ҫумӗнчи «5 октав» студире вокал енӗпе ӑсталӑхне туптать. Хальччен вӑл ҫитӗнӳсем тума та ӗлкӗрнӗ: пӗлтӗр Леонид Агутинӑн AGUTEENS FORUM ҫемье форумӗнче Гран-при ҫӗнсе илнӗ, Леонид Агутинпа тата Ани Лоракпа пӗр сцена ҫинче юрланӑ.
Кӑҫал «Голос» телешоура Владимир Пресняков, Пелагея, Анна Асти тата Ильдар Абдразаков наставниксем пулнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *