Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ умĕн ятарлă çар операцине Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвĕ 62-мĕш хут тиесе янă. Вăл Запорожье облаçĕнчи çар чаçĕсем тата Ростов хулинчи госпиталь валли.
Конвойра 20 кубла метр касса çурнă йывăç материал, фенол сăмалипе сăрласа çирĕплетнĕ 480 хăма, 60 рулон фольгоизол, 12 купа топливо брикечĕ, ăшă тытакан материал, çилпе нӳрĕкрен хӳтĕлекен пленка пулнă.
Шупашкарпа Канаш, Красноармейски, Муркаш, Комсомольски округĕсенчи волонтерсем маскировка тетелĕ, окоп çурти, автоклав, «буржуйка» кăмака, газбаллонĕ, ĕçмелли шыв, типĕ яшка, ытти апат-çимĕç нумай парса янă.

