Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр иртнĕ çулта 246 çыннăн пуçарăвне ырласа йышăннă. Вĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме 300 ытла консультаци панă. Çак кăтарту ытти çулсемпе илсен палăрмаллах ÿснĕ.
«Манăн карьера Единая Россияпа пĕрле» проектпа килĕшÿллĕн Канашри кадрсен центрĕ «Ăнăçлă пул» хĕрарăмсен клубĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Унта вĕсем бизнесра искусственной интеллект ĕçне усă курассине пăхса тухнă.
Парти членĕ Людмила Любова пуçарнипе ларăва 15 хĕрарăм килнĕ, вĕсем çитес вăхăтра хăйсен ĕçне йĕркелесе яма палăртаççĕ. Çак йышра ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксен мăшăрĕсем тата ĕç шыракан ахаль çынсем те пулнă.
Экспертсем кашнинпе тĕллевлĕ калаçу ирттернĕ. Усламçăсен ăсталăхне аталантарма пулăшакан программăпа паллаштарнă, бизнеса пуçласа ямашкăн ятарлă курссем пурри çинчен каланă. Бизнесра палăрнă хĕрарăмсен ырă тĕслĕхĕсене илсе кăтартнă.

