Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ĕçченĕсем вырăнти аграрисене пур енлĕн пулăшма хатĕр. Хальхи вăхăтра вĕсем акмалли вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеççĕ, пулас тухăç сывă пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Паянхи кун тĕлне вăрлăхăн 72 проценчĕ кондициллĕ. Кăтартăва 100 процента çитерме çӳп-çап пурри чăрмав кӳрет. Сивĕ вăхăтра вăрлăхпа ĕçлеме май килменни, юр çуса лартнăран управăшсене кулленех çитейменни те витĕм кӳнĕ.
Çав хушăрах сивĕ те юрлă çанталăк кĕрхисене сиенлемен. Юр хулăн пулнăран çĕр сийĕ 10-20 сантиметр таран çеç шăннă. Калчасем хăйсене аван туйнине уй-хиртен илсе кĕнĕ монолитсем те кăтартаççĕ.
Иртнĕ çултанпа Чăваш Енре патшалăхăн çĕнĕ пулăшăвĕ вăя кĕнĕ. Унпа килĕшӳллĕн çĕр ĕçне биологизацилеме субсиди параççĕ. Çĕр пахалăхне тата тухăçне ӳстересси малти вырăнта тăрать. Аграрисене тăкаксен 80 процентне саплаштараççĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕнче микробиологи препарачĕсем, фунгицидсемпе удобренисем кăларакан лаборатори ĕçлет.
Иртнĕ çул лаборатори 2564 проба йышăннă, çав шутран 2358-шĕ – вăрлăхăн. Вăрлăх пахалăхне тата унăн хăрушсăрлăхне тĕрĕслесси, ӳсен-тăрана чир-чĕртен тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хӳтĕлесси, экологи енчен таса биопрепаратсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси – учрежденин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çакна та палăртмалла: ял хуçалăх предприятийĕсем пахалăхлă продукци туса илни экспорт шайне ӳстерме пулăшать.
Пурнăç таппипе тан утаççĕ, 2000 çултанпа Раççей ял хуçалăх центрĕ «АгроЭксперт» пĕрлехи цифра платформинче ĕçлеме тытăннă. Сергей Павлов ертӳçĕ пĕлтернĕ тăрăх, инновациллĕ технологи вырăнти лару-тăрăва тишкерме, çивĕч ыйтăва татса пама, хӳтĕлев ĕçне йĕркелеме май парать.

