Элӗк округӗнчи Этмен выҫҫӑлккинче пысӑк инкек пулнӑ. Унта икӗ хӗрарӑм юр айне пулса вилнӗ.
Чӑваш Республикин прокуратури малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем пӳрт тӑрринчен юр антарнӑ вӑхӑтра юр йӑтӑнса аннӑ. Шӑпах вӗсем ҫине ӳкнӗ. Иккӗшӗ те ҫавӑнтах вилнӗ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе ӗҫлеҫҫӗ. Прокуратура следстви умӗнхи тӗрӗслеве сӑнаса тӑрӗ.
Асӑрханӑр! Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май ҫӳлтен анакан юр, татӑлакан пӑр катӑкĕсем инкек патне илсе ҫитерме пултараҫҫĕ.

